Юрий Михайлович Лапшин, нумай ачаллă хресчен çемйинче ỹснĕскер, Патăрьелĕнчи техникумра вĕреннĕ чухне, колхозра кĕçех тĕлĕнмелле пысăк улшăнусем пуласса шутламан та. Салтакран таврăнать кăна, ялсем е пĕр эртеле пĕрлешеççĕ, е пĕр-пĕринчен уйрăлса саланаççĕ. Çавна май ăна темĕнле вырăнта та ĕçлеттереççĕ: ферма заведующийĕ те пулса курать вăл, зоотехник та, бригадир та, пĕчĕк ялти колхоз председателĕ те…Шăпах куç умĕнче пулса иртекен пăлхануллă улшăнусем унăн характерне çирĕплетеççĕ, асăрханă йăнăшсене курса тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тума вĕрентеççĕ. «Восходпа» «Дружбăра» çине-çинех пуçлăхсем ылмашăнни япăххи патне илсе çитернине туякансем ăна «Эмметево» ятлă сахал яваплă общество йĕркелеме сĕнеççĕ.
— Ун чухне маларах пысăк колхозăн центрĕ пулнă Çирĕклĕ Шăхалĕн фермисенче … 12 ĕне, 8 пăру тата 80 сысна тăрса юлнăччĕ, — çирĕм çула яхăн каяллахине аса илет Юрий Михайлович. — Çийĕнчех тăррисем ишĕлсе анас патнех кивелсе çитнĕ витесене юсама тиврĕ. Йĕпреç районĕнчи «Пучах» колхозран 64 ăратлă пушмак пăру туянтăмăр та витесенчи оборудование тĕпрен çĕнетрĕмĕр. Çакăнта банкран кивçен илнĕ миллион тенкĕпе пĕрле хамăрăн укçа-тенкĕ те чылай тăкакланчĕ. Хăрасси, йывăрлăх умĕнче пуç усасси хăвăртах сирĕлчĕ. Кашкăртан хăрасан вăрмана ан кай темеççĕ-и-ха халăхра… Чăннипе илсен, пулать-и, пулмасть-и шухăшсем вырăнне чунра пĕр шухăш: «Тăватпăрах!» тĕллев тĕвĕленсе пычĕ. Хуçа иккĕленменлĕхне курса пулĕ, уйрăм çынсем хăйсен çĕрĕсене хăюллăнах юлташлăха пама тытăнчĕç. Пĕр-икĕ çул хушшинчех Çирĕклĕ Шăхальпе Элпуçĕнче мăянпа пиçен, армути алхасса ларнă 400 гектара яхăн çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр.
Çапла çынсенче самай тĕреклĕ хуçалăх пулас шанчăк çирĕпленме пуçлать. Тĕрлĕ çăлкуçсемпе усă курса, патшалăх енчен те кăштах пулăшу илсе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех парка çĕнетрĕмĕр. Хуçалăхра халĕ сакăр «Беларусь», 1 ДТ, питех те хăватлă, нумай ĕç тăвакан «Кировец-744» тракторсем, ку чухнехи «Енисей» тата ытти комбайнсем ĕçлеççĕ. Ака-сухапа вырма тумалли хатĕрсем çителĕклех. Çавна май çулсерен çĕнетнĕ хирте тырă тата выльăх апачĕ туса илесси хушăнма пуçларĕ. Пĕрлешỹ темиçе çултанпа ĕнтĕ республикăри малта пыракан 100 хуçалăх «Агроклуб» йышĕнче çирĕп вырăн йышăнать. Çакă ĕçлекенсене хавхалану тата тăрăшулăх кỹрет. Вĕсен ĕç укçи юлашки çулсенче кăна 1,5 хута яхăн хутшăнчĕ.
Паллă ĕнтĕ, паян сĕтпе аш-какай ытларах туса илсе вырнаçтармасăр укçаллă пулаймастăн. Ĕне выльăх йышĕ 2015 çулта 557 пулнă пулсан, кăçалхи 9 уйăхра 1000 пуçа çывхарчĕ. Сăваканнисен шучĕ 20 пуç хутшăнчĕ. Продуктивлăх та пĕчĕк мар. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 220 килограмм ỹссе 5367 çитрĕ. Çулталăк вĕçлениччен ку кăтартăва 6000 килограмран ирттерме тĕллев тытнă.
Самăртакан пăрусем талăксерен 800 грамм ытла ỹт хушни те савăнтарать пире. Федор Ивановпа Петр Никифоров вĕсене сĕтеклĕ те тутлăхлă апатпа тулăх тăрантараççĕ.
Ĕне ытларах тытни тата продуктивлăха ỹстерни — кассăна куллен укçа кĕртмелли мел. Апла пулсан, фермăри ĕç условийĕсене те çĕнетме-лайăхлатма май пур.
Выльăх пăхакансен ỹпкелешме сăлтавĕ çук. Тĕрлĕ тутлăхлă апата, макро-микроэлементсемпе пуянлатса хатĕрленĕскере, ку чухнехи «Хозяин» агрегат выльăхсен умне валеçсе парать. Сунă сĕт пăрăх тăрăх тỹрех сивĕтекен танкера пырать. Унăн хисепне автомат, кашни оператор çине уйрăммăн шутласа-çырса пырать, пахалăхне те çийĕнчех палăртаççĕ. Ку енĕпе Зинаида Тремзина пуçаруллă. Ĕне сăвакан оператор мĕнле ĕçлени тĕкĕр çинчи пек курăнать. Унчченхи колхозра тата хальхи юлташлăхра 35 çул ытла тăрăшакан Галина Краснова зоотехник фермăсен коллективĕн ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Станислав Петров заведующи, Светлана Захарова техник-осеменатор, Светлана Ульянкина, Ираида Аверьянова, Алена Савельева, Елена Алексеева ферма ĕçченĕсем, вĕсене канма ылмаштаракан Ираида Карсакова, мĕнпур кĕтỹçĕсем ĕçе чунтан парăнса пурнăçлаççĕ.
Унччен сысна ашĕ нумай туса илни çинчен сăмах хускатсан зоотехник сăнĕ салхуланчĕ.
— Шел пулин те, вăл фермăна пĕчĕклетсе пырса, кĕçех пĕтеретпĕр, — хуравларĕ вăл. — Тупăшĕ çуккипе, ĕрчев пулманнипе мар, юнашарти Тутарстана Африка чуми килсе кĕнипе. Пирĕн шутпа та, ытти специалистсем çирĕплетнипе те çав хăрушă чире 100 проценчĕпех пỹлсе хума пирĕн вăй-хăват çитеймессе те пултарать. Мĕншĕн тесен хушма оборудовани, профилактика хатĕрĕсем туянма пирĕн вăй-хăват çитеймессе пултарать. Оборудовани, профилактика хатĕрĕсем туянма укçа-тенкĕ питĕ нумай кирлĕ. Ун вырăнне Элпуçĕнче тепĕр 200 ĕне выльăх усрамалли çĕнĕ вите, тепĕр ферма тăвасшăн. Докуменчĕсене суйласа илнĕ ĕнтĕ. Унта пĕтĕмпех ку чухнехи ăратлă, нумай сĕт паракан пушмак пăрусем туянса, çĕнĕ кĕтỹ йĕркелесшĕн.
Эпир пĕлетпĕр, Юрий Михайлович Лапшин пек хуçасем пур чухне аталану çулне никам та пỹлеймест.
А.АРТЕМЬЕВ.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Ĕне ферминче ĕçлекенсен ушкăнĕ тата Г.В.Краснова тĕп зоотехникпа (сулахайра) пĕрлешỹ директорĕ Ю.М.Лапшин.