Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фронтшăн ĕçленĕ Гаязов

Фронтшăн ĕçленĕ Гаязов

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче кашни çын фронтшăн ĕçленĕ. Манăн ентешĕм – Абдулла Гаязов та ырми-канми тăрăшнă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн. Вăл хывнă тÿпене хаклас тăк, чăн-чăн патриот тесе калăттăм ун пирки.

А.Гаязов 1894 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Сăрьел ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 1924 çулта Донбасра руда кăларакан заводра парти ретне тăнă. Тепĕр çултан тăван тăрăха таврăнсан Сăрьел ял Канашĕн председателĕнче ĕçлеме шанаççĕ ăна. Унтан Шăнкăртам райĕçтăвкомĕн çĕр пайĕнче, ВКП/б/ райкомĕн секретарĕнче тăрăшнă. 1931-1946 çулсенче – «Марс» колхоз председателĕ.

Абдулла Гаязович тĕслĕхлĕ ертÿçĕ пулнă. Вăл Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов летчик валли самолет туянма 110 пин тенкĕ укçа хывнă. 500 пăт тырă ăсатнă. Çар заемне çырăнса 20 пин тенкĕ куçарнă. Хуçалăх членĕсем те оборона фондне панă нухрат 110 пин тенкĕпе танлашнă.

«Марс» хуçалăх ĕçченĕсем патшалăха тырă сутассине /10 пин пăт/ уйрăмах массăллă хутшăннă. Унсăр пуçне А.Гаязов хăйĕн пÿлминчен 166 пăт, Ф.Салахеев 98 пăт, С.Валишев 72 пăт, К.Замалетдинова 72 пăт, Г.Салахеева 64 пăт сутнă. Колхоз Ленинградăн блокадăран тухнă районĕсене ăшă тумтирсемпе, аш-какайпа, ытти апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ.

Вăрçă йывăрлăхне пăхмасăр хуçалăх лайăх кăтартусемпе утăмланă малалла. 1942 çулта ĕç минимумне тултарманнисем пулман та. 1943 çулхине тыр-пул тухăçĕ те савăнтарнă. Пĕр гектартан, хальхи пек палăртсан, 22 центнер тухăç илни питĕ аван. Ĕне 128, сурăх 163, лаша 165 пуçа çитнĕ.

Колхоз аталанăвĕн витĕмĕ пулнă-ши е ытти çĕрте пит хĕн килнĕ-ши, ялта пурăнакансен йышĕ палăрмаллах ÿссе пынă вăрçă çулĕсенче. Пирĕн яла Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Апас, Пăва районĕсенчен чылай çемье куçса килнĕ. Пирĕн килте Оренбург тăрăхĕнчен килнисем иккĕн пурăнатчĕç. Нумайăшĕ вĕсенчен малашнехи кун-çулне Сăрьелпех çыхăнтарнă. Колхоз вĕсене те пăрахман – кашнине уйăхне 8-шар килограмм çăнăх уйăрса панă.

Вăрçă хирне тăван ялăмран 220 çын тухса кайнă, вĕсенчен 119-шне каялла таврăнма пÿрмен. Сахаутдин Валишев, Харис Галяутдинов тăватă ывăлне фронта ăсатнă. А.Гаязов, куçĕ япăх курнăран, вăрçа кайма пултарайман. Анчах вăл хăйĕншĕн нимĕн те туман, Çĕнтерÿшĕн, колхозниксемшĕн тăрăшнă. И.Сталин аслă главнокомандующинчен 2 хутчен ун ячĕпе Тав телеграмми килни унăн тÿпине хакланиех. Абдулла Гаязова «Хисеп Палли» орденпа, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ.

Çар ретĕнчен таврăнсан мана ялти парти организацине ертсе пыма шанчĕç. Абдулла Гаязович пухусенче яланах усăллă калаçу пуçаратчĕ, пулăшса пыратчĕ. Шел, сывлăхĕ хавшакланнăччĕ çав, 1964 çулта çĕре кĕчĕ. Эпĕ пуçарнипе 2010 çулта вилтăприйĕ çине палăк лартрăмăр.

Тылри хастарлăхне палăртса, ман шутпа, Абдулла Гаязовăн бюстне туса вырнаçтарни те кирлех пулĕ.

Р.ХАРИСОВ,
районти ветерансен канашĕн членĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code