Чăваш наци конгресĕ пуçарнă «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» фестиваль-конкурсăн юлашки тапхăрĕ иртнĕ.
Унта Лаш Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ Татьяна Лявина хутшăннă. Вăл хăй тăхăннă авалхи кĕпе-тумтирпе, аваллăх илемĕсемпе конкурсра I степень диплома тивĕçнĕ. Асанне арчинчи пысăк пуянлăх пирĕншĕн чăннипех те хаклă тупра.