Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялти почта уйрăмĕсене çĕнетеççĕ

Ялти почта уйрăмĕсене çĕнетеççĕ

«Единая Россия» парти пулăшнипе, Раççей Почти ялти уйрăмсене модернизацилемелли программăна пурнăçлама тытăннă. 2022 çул вĕçлениччен республика ялĕсенчи 8 уйрăма çĕнетĕç.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2022-2025 çулсенче ялсенчи 25 пин ытла çыхăну уйрăмне модернизацилеме хушнă. Кунта юсав ĕçĕсем ирттернипе пĕрлех малашне паянхи шая тивĕçтерекен çăмăллăхсене те пурнăçа кĕртĕç.

«Единая Россия» партин XX съездĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ялсенчи почта çыхăну уйрăмĕсене çĕнетсе улăштармаллине палăртнăччĕ. Уйрăмсене тĕпрен юсанисĕр пуçне пĕчĕк тата аякри ялсенче пурăнакансене çăмăллăхсем парасси те лайăхланĕ.

Малашне почта çыхăну уйрăмĕсене Госуслуги порталĕнче çырнине çирĕплетме е çĕнетме, ỹт-пỹ температурине, юн пусăмне тата юнри кислород хисепне виçме те май пулĕ.

Модернизаци хыççăн ялсенчи почта çыхăну уйрăмĕсем çĕнелсе-çуталса кайĕç, халăх кунта патшалăх тата вырăнти çăмăллăхсене цифра формачĕпе илме, çаплах хальхи вăхăтри онлайн сервиссемпе туллин усă курма пултарĕ.

Хальхи вăхăтра çак тытăмра республикăра 3 пине яхăн çын вăй хурать. Пурĕ 379 çыхăну уйрăмĕ ĕçлет. Вăл шутран 15-шĕ пирĕн районта вырнаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code