Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван уй-хир парнине пуçа тайса кĕтсе илетпĕр

Тăван уй-хир парнине пуçа тайса кĕтсе илетпĕр

Шăматкун, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ иртрĕ.

Умри йывăрлăхсене парăнтарса кашни çул пысăк çитĕнỹсене çывхартакан районти тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансем хăйсен професси уявне яланхи пекех хавхалануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Хальхинче ăна шеп ирттерме сăлтавĕ тата пысăкрах пек туйăнчĕ. Мĕншĕн тесен районти уй-хир ĕçченĕсем кăçалхи мĕн тери йывăр çанталăка парăнмасăр 22000 гектар! çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра тата пĕр тăкаксăр алла илме пултарчĕç. Пурĕ 67350 тонна! (2016 çулта 60642 тонна пулнă) тĕш тырă туса илнĕ, 1 гектартан пулакан вăтам тухăç 31,8 центнерпа танлашнă. Курнавăшри Е.Цветкова тата Ю.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсен уй-хирĕсенче тыр-пул тата та ăнса çитĕннĕ, вĕсен кăтартăвĕсем кашни гектар пуçне шутласан 49,6 — 43 центнертан кая мар пулнă.

…Кĕр мăнтăрĕпе килекен уява ял çынни тулли кĕрекепе кĕтсе илет. Çакна çирĕплетсе ял тăрăхĕсем яланхи пекех вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата уйрăм хушма хуçалăхсенче туса илнĕ чи лайăх, пахалăхлă ял хуçалăх продукцийĕсен тĕсĕсене суйласа илсе курав йĕркеленĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те курав-панорамăпа паллаштарчĕç.

Уй-хир ĕçĕсем, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕсем тата малашлăх тĕллевсем çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăчĕ. (Ял хуçалăх пайĕн ертỹçи уявра палăртнă шухăшсене иртнĕ шăматкун кун çути курнă район хаçачĕн уяв номерĕнче тĕплĕн палăртса каланăччĕ ĕнтĕ).

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн районти тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансене пархатарлă ĕçĕшĕн тав туса çырнă салам çырăвне вуласа пама ачасен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен Чăваш Республикинчи уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина тивĕçлĕ пулчĕ, хăй те ял çыннин ĕçне тивĕçлипе хакланине палăртса пурне те уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Светлана Мясникова, АПК ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ Анатолий Смирнов, «Восток» ООО директорĕ Людмила Смирнова, «Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ» хысна унитарлă предприятин директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Егоров тата ытти хăнасем те пирĕн районти çĕр ĕçченне пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне те тивĕçлĕ шайра тытса пыма пултарнă ятпа саламларĕç, палăртнă тĕллевсене пурнăçлассинче малашне те ăнăçусем сунчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял хуçалăх предприятийĕсемпе ферма коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинчи ĕçлĕ ăмăрту кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене чысларĕ. Черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕнче тĕш тырă пухса кĕртессинче чи пысăк кăтартусене çывхартнă çĕр ĕçченĕсен умĕнче пуç тайнине палăртрĕ.

Уявра тав сăмахĕсем нумай пулчĕç, тĕрлĕ шайри хисепе — Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене, «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ ĕçченсем те чылаййăн пулчĕç.

Уяв концерчĕ яланхи пекех пурне те тыткăнларĕ. Ăна районти пултарулăх ушкăнĕсем кăтартрĕç.

ХАКЛАВ

Юрий ПОПОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

— Тăван çĕр сĕткенĕ вăй парать пулинех. Çĕр ĕç культурисене туса илессипе çулран-çул пысăк çитĕнỹсем çывхартакан Елчĕк енĕн çыннисемпе тĕл пулма кăмăллă. Кунта кашни килмессеренех çĕнĕ вăй, тăрăшса ĕçлеме хăват илнĕн туятăп. Çак уява та чун-чĕре хистенипе хутшăнатăп. Ĕçре пуçаруллă ентешсемпе тивĕçлипе мухтанатăп та. Май пулнипе усă курса Владимир Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Борис Адюков механизатора, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан Юрий Волкова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене алăран тыттарнă май çĕр ĕçченĕ умĕнче пуçăма тайнине палăртатăп.

Юрий МЯСНИКОВ, «Рассвет» ЯХПК председателĕ:

— Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче тыр-пул туса илессипе сарăлнă ăмăртура çак çулсенче пĕр хутчен анчах мар малти вырăна тухма тата куçса çỹрекен ялава илме тивĕçлĕ пултăмăр. Ялав кăçал та пирĕн алăра. Çак хавхалану малашне те тăрăшса ĕçлеме хистесе тăтăр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ хушупа килĕшỹллĕн нумай çул ял хуçалăх производствинче ĕçлесе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн мана «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пани, çакăн пирки паянхи уявра — ĕçтешсем умĕнче пĕлтерни уйрăмах сумлă, чыслă пулчĕ. Манăн ĕçе тивĕçлипе хакланăшăн пурне те — пысăк тав!

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code