Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ят-сума тивĕçнĕ

Ят-сума тивĕçнĕ

Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем 2017 çулхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

1.Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура «Эмметево» сахал яваплă юлташлăх çĕнтернĕ, куçса çỹрекен ялавпа диплома тивĕçнĕ. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илессине 17 процент ỹстернĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 44 центнер аш-какай, 415 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5367 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра 841-шер грамм ỹт хуштарнă.

2. Фермăсен коллективĕсем хушшинчи ăмăртура çĕнтернĕ, дипломсем парса чыс тунă:

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Çĕнĕ Пăвари сĕт-çу фермин коллективне. Кунта кăçалхи 9 уйăхра кашни ĕнерен 4592 килограмм сĕт сунă.

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи Патреккелти сысна фермин коллективне. Кунта самăртакан ушкăнри сыснасене иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ытларах, пĕр талăкра 725-шер грамм ỹт хуштарнă.

3. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура çĕнтернĕ ĕçченсене Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă:

Зинаида Валериановна СВЕКЛОВĂНА, «Победа» сахал яваплă юлташлăхри ĕне сăвакан оператора. Вăл кашни ĕнерен 6127 килограмм сĕт сунă.

Валентина Федоровна ПЕТРЯНКИНĂНА, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра вăтамран 693-шер грамм ỹт хушнă.

Николай Константинович КОЗЛОВА, «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра вăтамран 753-шер грамм ỹт хуштарнă.

Алевтина Ивановна МЯСНИКОВĂНА, «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи сысна самăртакан оператора. Вăл пăхакан самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра вăтамран 581-шер грамм ỹт хушнă.

Татьяна Петровна АНТОНОВĂНА, акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи сысна çăвăрлаттаракан уйрăмра тăрăшакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни тĕп амаран 23 çура илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code