Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăватă кандидат документсем тăратнă

Тăватă кандидат документсем тăратнă

Аса илтеретпĕр, 2020 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма кăмăллă кандидатсен йышĕ ÿссех пырать.

Çак кунсенче республикăри Тĕп суйлав комиссине тăватă çын документсем тăратнă. Суйлава уççăн ирттерме, пур кандидата та хăйĕнпе паллаштарма майсем туса пама хушнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.

Сăмах май, Олег Алексеевич çак кунсенче хăй те суйлава хутшăнма документсем тăратнă. Халĕ вара тепĕр 3 кандидат хутшăнма кăмăл тунă: Шупашкарта пурăнакан, хальлĕхе ниçта та ĕçлемен Юрий Шакеев, «Аргус» пĕрлешĕвĕн финанс директорĕ, «Патриоты России» партин пайташĕ Сергеей Матвеев тата «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» партин республикăри уйрăмĕн ертÿçи Николай Степанов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code