Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлнă

Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлнă

Халăхăн пĕрлĕхĕн кунне халалласа республикăри районсемпе хуласенче чỹк уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче 500-е яхăн тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă.

Чỹк уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕп хулара Халăхсен туслăх çурчĕ уçăлнă. Ăна уçассипе çыхăннă савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ тĕп хуламăрта çакăн евĕр çурта уçнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, вăл Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ наци çыннине пĕр тĕвве пĕрлештерме май паракан тĕп паллă пулнине палăртнă. Çак кунах Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче çавра сĕтел мелĕпе тĕрлĕ калаçусем ирттернĕ, регионта патшалăх политикин наци культурине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Маларах этнографи диктантне, «Ночь искусств — 2017» акцие хутшăнни Чăваш Енре пурăнакансене тĕрлĕ енлĕн тĕрĕсленме май панă. Тĕп уяв «Пĕрлĕхре пирĕн вăй» ятпа Хĕрлĕ лапамра чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртет. Çак кунах Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Чăваш Енри Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалласа уяв ирттерме палăртнă. Унта çемье пĕлтерĕшĕ, çитĕнекен ăрăва çемьене упрама тата йăла-йĕркесене вĕрентесси пирки калаçусем ирттерĕç.

Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн уявне халалласа тĕп хуламăрта йăлана кĕнĕ хĕреслĕ çул çỹрев тата молебен иртĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code