Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ хваттерте ырă пурнăç хуçалантăр

Çĕнĕ хваттерте ырă пурнăç хуçалантăр

Тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси — чи малтан пурнăçламалли тивĕçсенчен пĕри.

Саккунпа килĕшỹллĕн тăлăх çамрăка ача çуртĕнчен, интернатран, çавăн пекех професси пĕлĕвĕ паракан мĕн пур учрежденирен вĕренсе, опекăран (попечительлĕхрен) тухсан, çар службине вĕçлесен е явап тыттаракан учрежденирен ирĕке кăларсан (18 çул тултарнă хыççăн) черетсĕр хваттер памалла.

Елчĕк районĕнче муниципалитетăн «Развитие жилищного строительства и сферы жилищно-коммунального хозяйства» программăн «Обеспечение жилыми помещениями детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей» çумпрограммипе килĕшỹллĕн, 2016 çулта 2 тăлăх ача, кăçал 1 тăлăх ача хваттерлĕ пулчĕç.

2017 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта тивĕçлĕ хваттер кĕтекенсен черетĕнче тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă 38 ача тăрать. 2017 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕ Дениспа Наталья Денисовсемшĕн савăнăçлă пулăмпа ĕмĕрлĕх асра юлĕ. Çĕнĕ хваттер хуçи Денис Денисов Шуршу ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен пĕчĕккĕллех тăлăха юлнă 5 ачаран чи кĕçĕнни вăл. Мăшăрĕпе Хăвăлçырмара çуралса ỹснĕ Натальйăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Александрова) икĕ ывăл — Кирилпа Максим — çитĕнтереççĕ вĕсем. Наталья Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче 2-мĕш курсра пĕлỹ илет, Денис вăхăтлăха Шупашкарта «Идеальная кровля» организацире строитель пулса тăрăшать.

Тинех хăйсен тăван кĕтесĕ пулнăшăн мăшăр чун-чĕререн савăнать, çывăх вăхăтра тăван тăрăха таврăнма ĕмĕтленет, ертỹçĕсене пысăк тав сăмахĕ калать. Елчĕкри Мир урамĕнчи 23-мĕш çуртра вырнаçнă вĕсен çутă та хăтлă хваттерĕ. Кунта условисем çителĕклĕ, уйрăм газ хуранĕ, счетчик вырнаçтарнă, сантехника ĕçĕсене пурнăçланă.

— Çамрăк çемьене пурăнма питĕ меллĕ кунта, «Шевле» ача сачĕ юнашарах вырнаçнă. Телей те ăнăçу пултăр сире çак хваттерте пурăнма, — тесе палăртрĕ Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый çамрăксене хваттер уççи тыттарнă май.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code