Понедельник, 27 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренекенсем — «чĕрĕ урокра»

Вĕренекенсем — «чĕрĕ урокра»

Юлашки çулсенче вĕренỹ туризмĕ районта анлă сарăлса пырать.

Пирĕн республикăра туризма аталантарас тĕллевпе чылай проект ĕçе кĕрет. Музей — аваллăх управçи. Унта тĕрлĕ тапхăрти япаласем типтерлĕн упранаççĕ. Çавна май вăл çамрăк ăрушăн культура тата воспитани тĕлĕшĕнчен паха пĕлỹ парать тесен те йăнăш мар.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче кашни уйăхрах «чĕрĕ уроксем» ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Çак уроксене кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе ирттерме уйрăмах меллĕ. Истори, географи, технологи предмечĕсене вĕрентекенсене музейри экспонатсене, унти экспозицисене тĕпе хурса вĕрентме майсем çителĕклĕ. Куçпа курса, алăпа тытса курса ирттернĕ урок ачасен асĕнче чылайлăха юласси иккĕлентермест.

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсем районти музейра ирттерекен «чĕрĕ уроксем» проекта уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Г.Н.Волков академик 90 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ куравпа кăсăкланса паллашрĕç. Унтан С.Голубева заведующи открытка тума вĕрентсе мастер-класс ирттерчĕ.

С.СТЕПАНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: ачасем алă ĕçне хăнăхаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code