Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Елчĕк ен пики» — Виктория Викторова

«Елчĕк ен пики» — Виктория Викторова

Районта иртекен «Елчĕк ен пики» шоу-конкурса кăçал нихçанхинчен халăх йышлă пухăннă. Ытти чухне куракансен йышĕнче çамрăксем ытларахчĕ, хальхинче ватти-вĕтти те килте ларас темен пулас.

Конкурса яланхиллех Елчĕкри халăх театрĕн режиссерĕ Вера Панкратова ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл конкурса хутшăнма кăмăл тунă пикесемпе паллаштарчĕ. Районти сакăр хĕр хăйĕн пултарулăхĕпе ăс-хакăлне, чун пуянлăхĕпе хитрелĕхне кăтартрĕ. Ольга Павлова (Акчел), Эльвира Доброхотова (Патреккел), Анастасия Сидорова (Аслă Таяпа), Анжела Маркова (Кавал), Анна Смирнова (Курнавăш), Регина Арефьева (Лаш Таяпа), Дарья Осипова (Аслă Пăла Тимеш), Виктория Викторова (Аслă Пăла Тимеш) чи малтанах хăйсен кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Саккăрăшĕ те районти шкулсенче 9-11 классенче вĕренеççĕ. Хăшĕсем хăйсем çинчен сăмахпа, теприсем сăвăласа каласа пачĕç. Анастасия Сидорова, Эльвира Доброхотова, Дарья Осипова сăвăсем çырма юратнине пĕлтерчĕç.

Унтан пикесем хамăр район историне мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç. Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннăскерсем 90 çул утăмлакан районăмăр кун-çулне лайăх пĕлни савăнтарчĕ. Киле парса янă ĕçре хĕрсем хăйсем юратакан чăваш апат-çимĕçне хатĕрленипе тĕлĕнтерчĕç. Мĕн кăна пĕçерме пĕлмест паянхи хĕр упраç. Паллах, вĕсене амăшĕ, асламăшĕ е кукамăшĕ пулăшнах. Вĕсем вăл е ку апат-çимĕçе мĕнле пĕçермеллине тĕплĕн каласа пачĕç. Çамрăкла вĕренни чул çинче тенĕрен, чăваш хĕрĕсем хуплу, шаркку, пелĕш, чăкăт, тăвараланă çу, çăкăр пĕçерме пĕлни малашлăхра кирлĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ.

Йăрăс пỹллĕ пикесен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Чăвашла ташлама, юрлама, сăвăсем вулама, тĕрĕ тĕрлеме юратнипе, сцена çинче хăйсене питĕ илемлĕ те ятуллă тытма пĕлнипе те тыткăна илчĕç. Кĕвентепе шыв витри йăтса утнă чухне пикесем çаврăнăçуллă, пĕринчен тепри йăрăс та çинçе пилĕклĕ пулнипе савăнтарчĕç. Чылайăшĕ пуçламăш класранах Елчĕкри искусство шкулĕнче юрлас-ташлас ăсталăха ỹстереççĕ. Çавăнпа та куракансене спорт ташшипе те тыткăна илчĕç. Бал кĕписем тăхăнса утакан пикесене вара пăхса ытармалла мар: епле хỹхĕм те чипер Елчĕк хĕрĕсем.

Жюри членĕсем пĕр саслă пулса «Елчĕк ен пики- 2017» конкурс çĕнтерỹçи Елчĕк шкулĕн пики Виктория Викторова пулнине палăртрĕç. «Елчĕк ен вице-пики» — Анжела Маркова. «Куракансем кăмăллакан пике» — Ольга Павлова. Дарья Осипова «Сăпайлă пике», Анна Смирнова «Çепĕç пике», Эльвира Доброхотова «Илĕртỹллĕ пике», Регина Арефьева «Пултаруллă пике», Анастасия Сидорова «Хỹхĕм пике» ятсене тивĕçрĕç. Елчĕкри А.Чернов, Кавалти В.Петров, В.Изратов спонсорсем пулăшнипе хĕрсене парнесем парса чысларĕç.

Виктория Викторова декабрĕн 2-мĕшĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри «Раççей чăваш пики — 2017» конкурсра район чысне хỹтĕлет.

Пикесем конкурссене хатĕрленнĕ вăхăтра куракансене Сергей Баранов, Лилия Шурбина, Марина Демьянова, «Пĕчĕк фея-2017» конкурс çĕнтерỹçи Ульяна Патшина çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code