Елчĕк район сучĕ Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 6.1.1 статйинче палăртнă йĕркесене пăснă Кушкăра пурăнакан Т. ĕçне пăхса тухнă.
2017 çулхи августăн 30-мĕшĕнче арçын çак ялта пурăнакан З. килĕнче пулнă май унпа тавлашма пуçланă, тавлашу хĕрỹленнĕ май пуçĕпе З.-ăн питне пырса сĕкнĕ. Çавна май теприн сывлăхне сиенлемесĕр йывăрах мар суран кỹнĕ.
Айăпçăн ĕçне пăхса тухнă чух арçыннăн хỹттинче çула çитмен икĕ çамрăк ача пуррине шута илнĕ. Суд айăпçăна 5 пин тенкĕ штраф пама йышăннă.
Г.ЧЕРНОВА.
Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи.