Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йĕркепе

Çĕнĕ йĕркепе

Апрель уйăхĕнчен пуçласа 3-7 çулхи ачасемшĕн паракан пособие те çĕнĕлле тÿлеççĕ.

Пособи ачасен пурăнмалли минимумĕн 50 проценчĕпе танлашни минимум шутланать. Енчен те ку виçеллĕ пособи илни е çемьери пĕр çынна тивĕçтерекен вăтам тупăша пурăнмалли минимумран пысăкрах тума май памасть пулсан, пособие 75 процент чухлĕ шутласа параççĕ. Кун пек чухне те çемье пĕчĕк тупăшлисен категорийĕнчен тухаймасть пулсан, пособие 100 проценчĕпех – ачасен регионти пурăнмалли минимумĕпе тан шутласа çирĕплетеççĕ.

Шута илмелли самант – «шанчăксăр ашшĕ-амăшне» çак пособие тÿлемесен те пултарĕç. Ашшĕ-амăшĕсем пĕчĕк тупăш илни пирки справкăсем тăратаççĕ, анчах çак вăхăтрах вĕсем хаклă пурлăх хуçисем пулса тăраççĕ пулсан, пособие тивĕçеймеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code