Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасем — пирĕн пуласлăх

Ачасем — пирĕн пуласлăх

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çултан пуçласа çемьере пĕрремĕш ача çуралнăшăн уйăхсерен укçан пулăшу памалла тăвасшăн. Çак пулăшупа ача çулталăк çурă тултариччен тивĕçтерĕç. Кун пирки Владимир Путин 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕшĕн националлă стратегие аталантарассипе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен мĕн чухлĕ тỹлесси регионсенчи ачасен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçинчен килет. 2018 çулта вăл вăтамран 10523 тенкĕ, 2019 çулта — 10836 тенкĕ, 2020 çулта 11143 тенкĕ пулма пултарать. Адреслă тỹлеве панă чухне çемье тупăшне шута илĕç. Пулăшу валли виçĕ çула 144,5 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă демографи политикин пысăк калăпăшлă реформи туллин пурнăçланасси никама та иккĕлентермест»

Çĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйтăва чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕн çумĕнчи Ача-пăча интересĕсене хỹтĕлес стратегине пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ 2012-2017 çулсем валли йышăннă Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвĕнче РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕрле анлăн пăхса тухнă. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ канашлура та хускатнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕн сĕнĕвĕсене шута хурса, 2018 çултан çемьере пĕрремĕш ача çуралнăшăн уйăхсерен укçан пулăшу куçасси паллă тесе пĕлтернĕ. 2021 çулччен амăшĕн капиталне те тỹлеме тĕллев лартнине асăннă. Çамрăк çемьесене хваттерсем туянма ипотека кредитне пама ятарлă программăсем хатĕррине палăртнă, ача сачĕсенче яслисем пулассине, сиплев учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази пуянланассине каланă.

Амăшĕн капиталне 2021 çулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсма палăртнă. Унпа усă курма хушма мерăсем йышăнма тĕллев лартнă. Йывăр çемьесенче пурăнакансене уйăхсерен пулăшăва куçарса пама пăхса хăварнă. Шăпăрлансем ача садне çỹренĕшĕн те тăкака тỹлеме куçарасси пирки май пуррине асăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. 2017 çулта чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çемьесене виççĕмĕш ача çуралнăшăн е тата малаллисемшĕн, пепке виçĕ çул тултариччен, уйăхсерен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçине тивĕçĕç.

«2021 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен амăшĕн капиталне тỹлемелли ĕçе эпир, Чăваш ен те хутшăнăпăр», — тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, çемьере виççĕмĕш пепке çуралнăшăн е тата виççĕмĕш ачана усрава илнĕ пулсан, амăшĕн капиталне республикăра 100 пин тенкĕ куçарса пама тĕллев лартнă. РФ хыснинчен çак пулăшу пĕр çемьене 453 пин тенкĕ куçĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин хваттерсем туянма ипотека кредитне илме ятарлă программăсем хатĕрлеме сĕнет. Çак пулăшăва ỹлĕмрен 2018 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çемьере иккĕмĕш е тата виççĕмĕш ача çуралнисем тивĕçесси паллă пулĕ. Çамрăк çемьесем маларахри тапхăрта хваттерсем туянма кредит илнĕ пулсан, тăкака та саплаштарма пултарĕç, кредит ставки самай пĕчĕкленни савăнтарать, виçе 6 процентпа танлашĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ку мерăсемпе регионта пурăнакан çамрăк çемьесем усă курасси куçкĕретех пулĕ тенĕ. Палăртса хăвармалла, хальлĕхе республикăра ипотека кредичĕн ставки 11 процентпа танлашать. Енчен те патшалăх пулăшу пама май шыраса тупсан, виçе 6 процентпа танлашсан, çамрăксене самай пурăнма хавхалантарĕ.

«Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăну. Пĕр енчен калас пулсан, çемьесене малашлăха ăнтăлма хистет, пурăнма условисем йĕркелесе тăратать, тепĕр енчен строительство пайĕнче ĕçлекенсемшĕн те пысăк яваплăх. Енчен те ĕç пулсан, строительство малалла аталанасси никама та иккĕлентермест», — тесе хăй сăмахне каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 

ХАКЛАВ

Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

— Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври демократи политикине лайăхлатас тĕллевпе пурнăçлакан пуçарăва кашни çемье, ача амăшĕ пулма хатĕрленекен кашни мăшăр ырласа та савăнса йышăнасса пĕлсе тăратăп. Çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çемьесем пĕрремĕш ачашăн та пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан субвенцие уйăхсерен илсе тăма тытăнни, амăшĕн капиталне те 2021 çулхи раштав уйăхĕчченех тăсма палăртни районти демографи лару-тăрăвне лайăхлатма, çемье тĕрекне ỹстерме пулăшасса шанатпăр.

РФ Президенчĕ çитес тапхăра Ачалăх вунăçуллăхĕ тесе пĕлтерме те сĕнет. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара федераци шайĕнчи çĕнĕлĕхсене малтан-мала курса тăма пултарнине куратпăр мар-и? Чăваш Енре 2017 çула та Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнине пысăк пĕлтерĕшлĕ тата вырăнлă йышăну тесе шутлатăп. Çемье çирĕп пулсан республика та, район та вăйлăрах, çирĕпрех пулĕç.

Зинаида ЯКОВЛЕВА, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертỹçи:

— Районти çамрăк хĕрарăмсем амăшĕн капиталне тỹлесси 2018 çулта вĕçленме пултарать тесе пăшăрханатчĕç. Çак кунсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çамрăк çемьесене пулăшас енĕпе курăмлă йышăнусем туса ашшĕ-амăшĕн шикленĕвне уçăмлатрĕ. Иккĕмĕш ача çуратакан хĕрарăмсене амăшĕн капиталне 2021 çул вĕçлениччен тỹлессине çирĕплетрĕ. Паян унăн виçи 453 пин тенкĕпе танлашать. Çакă çемьесемшĕн лайăх тĕрев пулса тăрĕ.

Ирина АНИКИНА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи:

— Кăçал çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн çемьесем пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан тỹлеве уйăхсерен илме пуçлаççĕ. Çав виçе Чăваш Енре 8910 тенкĕ. Çитес çултан пĕрремĕш ачашăн та тỹлев çакăн чухлех пулать — ăна тупăшĕ пысăках мар çемьесем илĕç.

Кăçал çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн декабрь уйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче тỹлевпе тивĕçтерме тытăнатпăр. Январь-октябрь уйăхĕсенче çуралнисемшĕн те ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса тỹлев пулать. Малтанхи уйăхсемшĕн укçа тỹлемеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code