Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çула — çĕнĕ бюджетпа

Çĕнĕ çула — çĕнĕ бюджетпа

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 15-мĕш сессийĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне иккĕмĕш вулавпа йышăннă.

Валерий Филимонов спикер чи малтанах пухăннисене республика Конституцине йышăннăранпа 17 çул çитнĕ ятпа саламланă. Унтан ЧР Пуçлăхĕ ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе алă пуснă указ, РФ Президенчĕ ача çуратассине хавхалантарма тунă пуçарусем пирки сăмах пуçарнă.

Бюджет саккунĕн проекчĕпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă: тупăш- 43 миллиард, тăкаксем — 42,9 миллиард тенкĕ. Республика раштав уйăхне çитес çул валли çирĕплетнĕ бюджетпа кĕрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code