Пятница, Март 5, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре — вăй!

Пĕрлĕхре — вăй!

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн регионри уйрăмĕн XXVI-мĕш конференцине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Вăл конференци ĕçне пухăннисене тав тунă май кашнинех «Единая Россия» политика партине йĕркелесе янăранпа 16 çул çитнĕ ятпа саламланă.

— Çак çулсенче парти çĕршыври чи пысăк политика вăйĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн шанчăклă тĕревĕ пулса тăчĕ. Эпир пĕр командăра ĕçлетпĕр, малашне те пĕрле ĕçлесшĕн, пĕрле пурăнасшăн. Пĕрлĕхре — пирĕн вăй, — тенĕ Михаил Игнатьев пуçтарăннисене республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе паллаштарнă май.

Паянхи кун çĕршывра асăннă партин ретĕнче 2,3 миллион çын, çав шутран пирĕн республикăра 33 пин шутра тăрать. Çак çынсем Раççей, республика шанăçĕ пулнине, парти халăхăн пурнăç шайне лайăхлатса пырас тĕллевпе тĕрлĕ проектсем йышăнса вĕсене пурнăçа кĕртсе пырассинче ырми-канми ĕçленине палăртнă Михаил Васильевич.

Ỹсĕмсем, пурнăçланă ĕçсем сахал мар. Сăмах май, регионта çемье, амăшĕн институчĕсем вăй илсе пынине палăртма кăмăллă. Демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни куç умĕнче. Ача çураласлăх ỹснинче çемьесене тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернин (Амăшĕн капиталĕпе, ытти тĕрлĕ тỹлевсемпе) витĕмĕ пысăк. РФ Президенчĕ Владимир Путин хваттерсем туянма ипотека кредитне илме ятарлă программăсем хатĕрлеме, кредит ставкине пĕчĕклетме сĕнни те шанăç кỹрет.

Партин малтанхи секретарĕ Николай Малов РФ Патшалăх Думин депутатне суйланнăран унăн партин регионти уйрăмĕн секретарĕн полномочийĕсене вĕçлеме тивнĕ, çавна май парти членĕсем секретарь пулма ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Валерий Филимонова суйланă.

Конференцире малашлăх тĕллевсене палăртнă, «Единая Россия» партин XVII съездне хутшăнма делегатсем суйланă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code