Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ витесенче пысăк хастарлăхпа

Çĕнĕ витесенче пысăк хастарлăхпа

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçе тухăçлă йĕркелесси тата тивĕçлĕ шайри продукци туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе çулсеренех пăру витисене модернизацилес инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Хуçалăх иртнĕ çул хăйĕн укçи-тенкипе икĕ витене модернизациленĕ. Питтĕпелĕнче 150 пуç пăру, Кавалта 96 пуç сăвăнакан ĕне витисене хута янă. Нумаях пулмасть Питтĕпелĕнче тепĕр çĕнĕ вите уçăлчĕ.

Питтĕпелĕнчи фермăна чылай çул Мария Осипова заведующи ертсе пырать. Мария Николаевна тивĕçлĕ канăва тухни 10 çул иртнĕ пулсан та, çулне кура мар, вашаватлăхĕпе палăрать. 43 çул тăван хуçалăхра вăй хуракан, ĕçре хастарлăхпа палăракан, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен Мария Осипова кăçал «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çĕнĕ витесенче ĕçлес хастарлăхĕ иксĕлми. Н.Трифонова, И.Абрамова, Н.Васильева, Л.Перцева, А.Перцева, А.Абрамова вăкăрсене ытларах ỹт хуштарас тесе пысăк тăрăшулăхпа ĕçлеççĕ. А.Перцев, Е.Макаров, В.Перцев, Н.Васильев скотниксем хăйсен тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлаççĕ.

— 2018 çулта Питтĕпелĕнчи 150 пуç вырнаçакан виççĕмĕш пăру витине модернизацилеме палăртнă, — пĕлтерет хуçалăх ертỹçи Гурий Федоров.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code