Декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви граждансене тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ парассипе, патшалăх граждан службипе тата ытти темăсемпе çыхăннă ыйтусемпе «Тỹрĕ лини» йĕркелет.
Çавна май асăннă темăпа çыхăннă ыйтусем пулсан республикăра пурăнакансем çак кун 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен (8352) 64-20-70, 62-33-53, 64-20-70, 64-21-30 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама пултараççĕ.