Воскресенье, Май 27, 2018
Главная > Актуально > Поздравления с днем энергетика

Поздравления с днем энергетика

Чăваш Ен энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Энергетика экономикăн чи кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ отраслĕсенчен пĕри шутланать. Регионăн çирĕп аталанăвĕ тата унта пурăнакан çынсен ырлăхĕ ытларах чухне унăн тухăçлăхĕпе шанчăклăхĕнчен килет.

Кăçал Чăваш энергетика управленийĕ 60 çул тултарчĕ. Çав çулсен тапхăрĕнче отрасль ĕçченĕсен пысăк ăсталăхне, ырми-канми тăрăшулăхне тата ĕçе чунтан парăннине пула республикăн энергетика вăй-хăватне аталантарас тĕлĕшпе курăмлă çитĕнỹсем тунă.

Паян Чăваш Ен энергетика комплексĕнче пысăк ăсталăхлă, производствăри темле кăткăс тĕллевсене те татса пама пултаракан специалистсем ĕçлеççĕ. Эсир ăшăпа электроэнергие потребительсене пĕр кăлтăксăр çитерсе паратăр, стратегиллĕ тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен энергетика хăрушсăрлăхне тивĕçтеретĕр. Сире яваплă ĕçĕршĕн тата тĕрлĕ аварисене сирсе янă чухне килĕшỹллĕн те кал-кал ĕçлеме пĕлнĕшĕн тав тăватăп.

Чăваш энергетикĕсем социаллă пурнăçпа экономикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене татса парас ĕçе малашне те витĕмлĕ тỹпе хывасса шанса тăратăп.

Отраслĕн пĕтĕм ĕçченне çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, тухăçлă та кăлтăксăр ĕçлеме тата предприятисен экономика тĕлĕшĕнчи çирĕплĕхне сунатăп.

М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

Энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе — Энергетиксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Энергетика отраслĕ чи йывăр та яваплă, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ профессисен шутне кĕрет. Ял хуçалăхĕпе промышленность предприятийĕсен, учрежденисемпе организацисен, социаллă сфера объекчĕсен ĕçĕ тỹрремĕн энергетиксен кулленхи ĕçĕпе çыхăннă. Эсир кашни киле çутă тата ăшă илсе çитеретĕр, çынсен пурнăçне хăтлăрах тăватăр.

Ĕçĕре тăрăшса, яваплăха туйса пурнăçланăшăн, район аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн сире тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те ĕçĕрсем ăнса пыччăр, аварисем сахалрах пулччăр. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code