Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕх кирлĕ

Тимлĕх кирлĕ

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхариччен шутлă кунсем юлчĕç. Çавăнпа та граждансене уяв кунĕсенче уйрăмах тимлĕ те сыхлăхлă пулма ыйтатпăр.

Уяв инкек ан кỹтĕр тесен пиртен кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асра тытмалла. Предприяти-организацисенче чи малтанах уяв ирттерес енĕпе яваплă çынсене çирĕплетмелле. Вĕсен пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăх енĕпе инструктаж илмелле.

Уяв ирттерме хатĕрленĕ пỹлĕмсене пушар сỹнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе тивĕçтермеллине, чăрăша пушар хуралĕн ĕçченĕсем сĕннĕ вырăна анчах вырнаçтармаллине, пỹлĕмĕн урама тухма икĕ алăк пулмаллине асрах тытар. Уяв кунĕ тата вăхăчĕ пирки те пушар хурал ĕçченĕсене маларах пĕлтермелле.

Чăрăша илемлетнĕ чух хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, мамăкпа, бенгали çуртисемпе усă курма юраманнине те, заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе (вĕсем юсавлă пулччăр) çеç усă курмаллине те манар мар.

Уявсене хаваслăн кĕтсе илсе ирттерсе ярар.

А.САЙКИН,
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code