Вăрлăх пирки сăмах пуçарма вăхăтлах мар та тен: пахча çимĕçе пухса кĕртнĕ, калча ỹстерме вара иртерех-ха. Çапах та ку тавар çулталăкĕпех сентре çинчен татăлмасть. Илемлĕ хутаçсем, акă, паян та куçа илĕртеççĕ. Анчах хăшне туянмалла? Вăрлăх енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем иккĕленме хистеççĕ.
Мĕнле сорт-ши?
Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕн управленийĕн аслă патшалăх инспекторĕ Валентина Никитина каланă тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра вăрлăх контролĕ енĕпе 202 тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсем йĕркеленĕ, йĕркене пăснă 179 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Йĕркене пăхăнман юридици сăпатĕнчи — 5, должноçри 38 çынна тата 8 усламçа, 120 çынна явап тыттарма сăлтав тупăннă. Вăрлăха сортлăхне тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсемсĕр сутни — час-часах тĕл пулакан йĕркесĕрлĕх. Маркировка çинче тĕрĕс мар информаци кăтартнă тĕслĕхсем те çине-çинех тĕл пулаççĕ.
Раççей саккунĕсем тăрăх Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне (Госреестр) кĕртнĕ вăрлăхсене кăна сутмалла (ют çĕршывран илсе килекен вăрлăха та пырса тивет ку йĕрке). Çакăн пирки пĕрре мар сăмах тапратнă ĕнтĕ. Анчах та, çав-çавах та Госреестра кĕртмен пахча çимĕç, чечек, ял хуçалăх культурисен сорчĕсем сутлăха тухсах тăраççĕ. Беларуç Республикинчен, сăмахран, 12 тонна таранах ял хуçалăх ỹсен-тăранĕсен вăрлăхне тивĕçлĕ документсемсĕр илсе килнине тупса палăртнă инспекторсем. Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Красноармейски тата ытти районсенче те асăннă документсене кăтартайман.
Тĕпчевсем пахалăхра иккĕленме хистеççĕ
Тĕпчев «али» витĕр тухман вăрлăх акни — тухăç япăх пулнин тепĕр сăлтавĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кăçал Йĕпреç, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Çĕрпỹ районĕсенче сортлăхне тата шăтаслăхне тĕрĕслеттермен вăрлăхсем акса хăварнă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă.
Анчах та вăрлăх пахалăхĕ тĕлĕшĕпе панă документсене те пур чухне те ĕненме çук иккен. Пахалăх докуменчĕсенчи даннăйсен тĕрĕслĕхне пĕлес тĕллевпе 130 партирен 214 проба илсе тĕпчеттернĕ те — 150,09 тонна вăрлăх тасалăх тата шăтаслăх енĕпе тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ лаборатори ĕçченĕсем. Комсомольски, Вăрнар, Шупашкар районĕсенче тата Шупашкар хулинче илнĕ пробăсем — пахалăхсăр.
Улма-çырла тĕмĕсене туяннă чухне те тимлĕх пирки манар мар. Кăçал сорт тата шăтаслăх докуменчĕсемсĕр сутнă 4740 тĕм куç умне пулнă.
Сортлă вăрлăх — лайăх тухăç
«Сортлă вăрлăх — лайăх тухăç», — теççĕ тĕрĕслевçĕсем. Халăхра та «Выçă пул, анчах паха вăрлăх ак», — тенине те илтме пулать. Çавăнпа та чи малтанах вăрлăха ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ специалистсем.
Сутуçăсен кашни парти тĕлĕшпе сертификат пулмалла. Сертификат — тавар хăрушсăрлăхĕн тата пахалăхĕн «палли». Унта культура ячĕ, унăн сорчĕ, парти номерĕ тата ытти информаци пулмаллах. Сертификат тата вăрлăх пакечĕсем çинче çырнă информаци пĕр пек пулмалла. Пĕр килменни — иккĕленỹ çуратмалла.
Вăрлăх хутаççисем çинче производитель ятне, адресне тата телефонне; культура, сорт ятне; стандарт паллине (ТУ), парти номерне; йывăрăшне (грамм) е шутне; усă курма юрăхлăх вăхăтне кăтартмалла.
Сортсене Госреестрта регистрациленипе кăсăкланни те пăсмĕ: Интернетри адресĕ — www.gossort.com/.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.