Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Хастарлă, хыт утăмлă»

«Хастарлă, хыт утăмлă»

Юнкун Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи чи пултаруллă педагогсене — «Çулталăкри воспитатель», «Чи класлă класнăй», «Çулталăкри социаллă педагог», «Çулталăкри учитель — 2023», «Тăван чĕлхепе тăван литературăна вĕрентекен чи лайăх учитель» конкурссен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене чысланă.

Педагог ăсталăхĕ ятарлă е аслă пĕлỹллĕ пулнинче çеç мар, хăйне пĕтĕмпех ачасене панинче — юратăвне, ăшă кăмăл-туйăмне, пултарулăхне, вăхăтне… — курăнать. Çĕр çинчи çак чи аслă профессие суйласа илнĕскер, вăл пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе çитĕнекен ăру сывлăшĕпе сывлать. Ачашăн яланах вĕрентỹçĕ, ăспаруçă пулса юлать.

Хăйсен профессине чунтан парăннисем Елчĕк муниципалитет округĕн вĕренỹпе воспитани тытăмĕнче йышлăн. Вĕсем, кулленхи ĕç процесне тивĕçлĕ шайра пурнăçланисĕр пуçне, хăйсене тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕслеççĕ, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашаççĕ.

Маларах асăннă конкурссен марафонне 40 ытла педагог хутшăннă. Çапла, марафон, мĕншĕн тесен участниксен 4-5 тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Вĕсене тивĕçлĕн парăнтарса чи пултаруллисем финала тухнă. Халĕ ĕнтĕ округри çĕнтерỹçĕсемпе лауреатсене палăртма та вăхăт. «Çулталăкри воспитатель» конкурсра 11 педагогран Елчĕкри «Чебурашка» ача садĕнчи Ольга Мудрецова çĕнтернĕ. Ку унăн пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар. Лауреатсен йышĕнче — Людмила Львовăпа (Шăмалак шкулĕнчи ушкăн) Валентина Николаева (Елчĕкри «Шевле» ача сачĕ).

Вĕренекенсене пĕр чăмăра пуçтараканни, пĕрлĕхлĕх вăйне çирĕплетекенни, вĕсенче шанăç хываканни — класс ертỹçи. Хăй вăхăтĕнче, шкулсен тата ачасен хисепĕ пысăк пулнă май, ку конкурса кăна виçĕ ушкăнра йĕркелетчĕç. Апла пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ чакман паян та. Çакна конкурсăн кашни тапхăрĕ çивĕч иртни те çирĕплетет. Округри «Чи класлă класнăй» ята кăçал Шăмалакри тĕп шкулти 8 класс ертỹçи Светлана Яковлева тивĕçнĕ. Елчĕк шкулĕнчи 9-мĕш кадет класĕн «амăшĕ» Рада Федорова — иккĕмĕш. Ольга Казначеева, маларах «Шевле» ача садĕнче ĕçленĕ çулсенче, воспитательсен тупăшăвне пĕр хутчен мар хутшăннă. Аслă Елчĕкри вăтам шкулти кĕçĕн классене «алла илни» те икĕ çул кăна-ха, çавăнпа та 3-мĕш вырăн — пысăк ăнăçу.

«Çулталăкри социаллă педагог» конкурсра пиçĕхнĕ 7 специалистран чыслав сцени çине çаксем тухнă: Мария Сергеева (Кушкă шкулĕ), Алевтина Иванова (Елчĕк), Лариса Гладкова (Курнавăш).

Округри вĕренỹ организацийĕсенче арçын учительсем, тỹрех калăпăр, питĕ шутлă. Çавна май «Çулталăкри учитель-2023» конкурсра Курнавăш шкулĕнчи Геннадий Дмитриев физик çĕнтернине палăртма уйрăмах кăмăллă. Кунта хăйне евĕрлĕх те пур: асăннă конкурсра малтисен йышне кĕнисем виççĕшĕ те шутлав предмечĕсемпе тимлеççĕ. Зоя Павловăпа (Аслă Елчĕк), Ольга Ашмарина (Елчĕк), акă, математиксем.

Кăçал Вĕрентекенпе наставник çулталăкĕ И.Я.Яковлев çутавçă çуралнăранпа 175 çитнипе пĕр килчĕ. Мухтавлă çыннăмăра сума суса округра «Тăван чĕлхепе тăван литература вĕрентекен чи лайăх учитель» конкурс йĕркеленĕ. Сума тивĕçнисен йышĕнче кунта — Кушкă шкулĕнчи Анна Портновăпа Çĕнĕ Пăвари Светлана Павлова. Любовь Адюкова (Аслă Елчĕк) вара округра мала тухса республика шайĕнче 20 ытла конкурсант хушшинче лауреат пулса тăнă.

Пултарулăх подиумĕ çине хăпарнисен ячĕпе вăл кун ăшă сăмахсем сахал мар янăранă. Чечексен ытамне лекнĕскерсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, наукăпа вĕренỹ ĕçченĕсен округри профсоюз организацийĕн председателĕ Сергей Скворцов саламланă, малашлăхра та педагогика ĕçĕнчи çĕнĕлĕхе анлă çул пама, яланах «хастарлă та хыт утăмлă» пулма ăнăçу суннă. Искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсен юрри-ташши уява хутшăннисене пысăк хавхалану кỹнĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code