Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кроспа туслаш, тĕреклен — витĕм кỹрĕ «Елчĕк ен»

Кроспа туслаш, тĕреклен — витĕм кỹрĕ «Елчĕк ен»

Округ хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен çăмăл атлетсен кросĕ çулсеренех хăйĕн массăлăхĕпе палăрать. Черетлĕ 44-мĕш (2020 çулта кăшăлвируса пула çеç ирттермен) ăмăрту та ку енĕпе уйрăлса тăмарĕ: 294 чупуçă вăй виçрĕ унта.

Кроссменсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Елена Петрова саламларĕç. Леонард Васильевич кроса уçма çулсерен хутшăнать те, хальхинче те вăл уйрăм атлетсене пысăк спорта çул уçассинче çак ăмăрту пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Чăн та, 1979 çултанпа йĕркелекен кросра нумай ача пĕрремĕш çитĕнỹсене тунă, хăшĕ-пĕри вĕсене çулсерен çирĕплетсе пынă, опыт пухăннă май çỹллĕ шайра та тĕрĕсленĕ хăйсене.

Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев, тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Васильев шăпах хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ кроссенче пиçĕхнĕ те. Физкультура учителĕнче ĕçленĕ е халĕ те ĕçлекенсем пирки те пĕр-ик сăмах. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов кроса студент çулĕсенче хутшăнма пуçланă. «Стажĕ» 37 çула çитнĕ! 18 хут çĕнтернĕ. 63-ри спорт ветеранĕ 55 çултан аслăрах атлетсен хушшинче хальхинче 2-мĕш пулчĕ. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕ çулсерен мала тухнинче те унăн тỹпи пысăк: командăна хăй йĕркелет, чупакансем те пурте тенĕ пек унăн воспитанникĕсем. Физкультура учителĕсем Анатолий Константинов (Курнавăш) студент çулĕсенче пĕр хутчен, Александр Адюков (Патреккел шкулĕ) шкулта вĕреннĕ тапхăрта 3 хутчен дистанцисене çĕнтерỹпе вĕçленĕ. Ĕçтешĕсен эстафетине халĕ Алексей Тихонов (Елчĕк шкулĕ) малалла тăсать: 40 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче вăл 2021 çулта 1-мĕш, пĕлтĕр — 2-мĕш, кăçал çăмăллăнах чемпион пулчĕ.

Кирек мĕнле кĕрешỹре те çĕнĕ ятсем çуралаççĕ, çав вăхăтрах иртнĕ çулхи çитĕнỹсене çирĕплетекенсем уйрăмах мухтава тивĕç. Аслă Елчĕкри Мария Яковлева çинчен эпир сахал мар çырнă хаçатра. Вăл тĕрлĕ регион, хула шайĕнчи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенчен пĕринчен те медальсĕр таврăнман. Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, 7-8 классенчи чупуçăсен йышĕнче финиш хăйăвне чи малтан сĕртĕнчĕ. Унăн Валерия йăмăкĕ те диплома тивĕçрĕ: 5-6 классенчи тантăшĕсенчен 3-мĕш пулчĕ. Лаш Таяпа шкулĕнчи Егор Мустаев 3 çухрăма чупса пĕлтĕрхи çитĕнĕвне çирĕплетрĕ. Тỹскелĕнчи Ирина Галкина уйрăм пайтаçă 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем хушшинче иккĕмĕш çул тỹлевсĕр хаçатлă пулĕ. Сăмах май, унăн хĕрĕ Виолетта (5-6 класс) та çемьене «Елчĕк ен» хаçата çур çул тỹлевсĕр килмелле турĕ: вăл та 1-мĕш! Аслă Таяпа хастарĕ Валерий Медведев чи аслă ỹсĕмри арçынсенчен 2023 çулта та пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарма пултарнишĕн кăмăллă пулнине систерчĕ. Унăн ывăлĕ — Данил — 40 çула çитичченхи яшсен тупăшăвĕнче финиша 2-мĕш вĕçлерĕ.

Пĕтĕмлетỹ протоколне тишкернĕ май тата акă мĕн паллă пулчĕ-ха? 4-мĕш класс таран вĕренекенсем хушшинче хĕр ачасенчен малти вырăнсене Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Ульяна Васильевăпа Анна Смирнова йышăннă. Малалла вулатăн та, хайхи, çак ỹсĕмре арçын ачасем те çав шкултанах: Тимофей Солинпа Николай Иванов — 2-мĕшпе 3-мĕш призерсем. Спортсменсем тăваттăшĕ те Зинаида Михеева учителĕн «ачисем» иккен. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче икĕ вĕренекенĕ регионти ăс-хакăл олимпиадинче палăрнăччĕ. 14 ачаран 9-шĕ гитара-купăс калама ăста. Чăн-чăн элита класс тейĕн!

Кросра пĕрремĕш вырăн йышăннă атлетсем «Елчĕк ен» хаçата 2023 çулхи иккĕмĕш çур çулта тỹлевсĕр илсе тăрĕç.

Шухăшсен вĕçнелле çакна калани вырăнлă: Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш территори пайĕсен командисене вĕсен пуçлăхĕсем хăйсем ертсе килнĕ. Хăшĕ-пĕрисем дистанцие парăнтарса ырă тĕслĕх те кăтартрĕç. Округ администрацийĕ çулсерен команда тăратнине те ырламалла. Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн ĕçченĕсене тахçанах курманччĕ-ха кросра. Кăçал — маттур! Çав вăхăтрах вырăнта тĕрлĕ ăмăртусем йышлă ирттерекен Лаш Таяпа территори пайĕ иккĕмĕш çул команда тăратман.

Редакцирен: ăмăртăва тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Улăп» ФОК ĕçченĕсене — Иван Егорова, Петр Смирнова, Марина Немцевăна, Олег Федорова, Николай Беляева, Наталия Филипповăна, физкультура учителĕсене — Александр Адюкова, Анатолий Константинова, Алексей Тихонова, Олег Муравьева, ГИБДД ĕçченĕсене, ăмăрту спонсорне — «Прогресс» АХО директорне Петр Скворцова тулли кăмăлтан тав тăватпăр.

Николай МАЛЫШКИН.

Сăн ỹкерчĕксем Елена ПЕТРОВАН.

Хĕр ачасем. 4-мĕш класс таран вĕренекенсем. 500м. 1. Ульяна Васильева — 1.49. 2. Анна Смирнова (Çирĕклĕ Шăхаль) — 1.51. 3. Злата Карсакова (Патреккел) — 1.52.

Арçын ачасем. 4-мĕш класс таран вĕренекенсем. 500 м. 1. Вадим Уркин (Елчĕк) — 1.34. 2. Тимофей Солин — 1.40. 3. Николай Иванов (Çирĕклĕ Шăхаль) — 1.41.

5-6 классенче вĕренекен хĕр ачасем. 500 м. 1. Виолетта Галкина (Елчĕк) — 1.33. 2. София Афанасьева — 1.35. 3. Валерия Яковлева (Аслă Елчĕк) — 1.40.

5-6 классенче вĕренекен арçын ачасем. 1000 м. 1. Илья Скворцов (Елчĕк) — 3.36. 2. Артур Карсаков (Патреккел) — 3.41. 3. Ярослав Тихонов (Кушкă) — 3.42.

7-8 классенче вĕренекен хĕр ачасем. 1000 м. 1. Мария Яковлева (Аслă Елчĕк) — 3.35. 2. Самира Сабитова — 3.44. 3. Валерия Иванова (Лаш Таяпа) — 4.01.

7-8 классенче вĕренекен арçын ачасем. 2000 м. 1. Станислав Вастулов (Аслă Елчĕк) — 7.25. 2. Никита Жуков (Çирĕклĕ Шăхаль) — 7.27. 3. Павел Чернов (Елчĕк) — 7.32.

9-11 классенче вĕренекен хĕрсем. 2000 м. 1. Светлана Окружнова (Елчĕк) — 9.36. 2. Кристина Жирнова (Кушкă) — 9.37. 3. Александра Паулина (Аслă Таяпа) — 9.44.

9-11 классенче вĕренекен яшсем. 3000 м. 1. Егор Мустаев (Лаш Таяпа) — 9.22. 2. Артем Савинов (Çирĕклĕ Шăхаль) — 9.23. 3. Александр Ефимов (Курнавăш) — 9.30.

35 çула çитичченхи ушкăнри хĕрарăмсем. 1000 м. 1. Лиана Чернова (Аслă Елчĕк территори пайĕ). 2. Анна Симакова (Кĕçĕн Таяпа). 3. Светлана Федорова (Курнавăш).

40 çула çитичченхи ушкăнри арçынсем. 2000 м. 1. Алексей Тихонов (Тăрăм). 2. Данил Медведев (Аслă Таяпа). 3. Андрей Колбасов (Кĕçĕн Таяпа).

35 çултан аслăрах ушкăнри хĕрарăмсем. 500 м. 1. Ирина Галкина (Елчĕк). 2. Ирина Волкова (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Анна Иванова (Курнавăш).

40 çултан аслăрах ушкăнри арçынсем. 1000 м. 1. Борис Головин (Кĕçĕн Таяпа). 2. Денис Портнов (Елчĕк). 3. Сергей Волков (Çирĕклĕ Шăхаль).

45 çултан аслăрах ушкăнри хĕрарăмсем. 500 м. 1. Венера Кузнецова (Аслă Таяпа). 2. Лариса Ильина (Кĕçĕн Таяпа). 3. Ирина Суркова (Çирĕклĕ Шăхаль).

55 çултан аслăрах ушкăнри арçынсем. 500 м. 1. Валерий Медведев (Аслă Таяпа). 2. Михаил Скворцов (Кĕçĕн Таяпа). 3. Владимир Никифоров (Курнавăш).

Командăсем. Тĕп шкулсем: 1. Патреккел. 2. Аслă Таяпа. 3. Шăмалак. Вăтам шкулсем: 1. Елчĕк. 2. Çирĕклĕ Шăхаль. 3. Аслă Елчĕк. 4. Кушкă. 5. Лаш Таяпа. 6. Курнавăш. 7. Çĕнĕ Пăва.

Территори пайĕсем, учрежденисемпе организацисем: 1. Кĕçĕн Таяпа. 2. Аслă Таяпа. 3. Елчĕк. 4. Çирĕклĕ Шăхаль. 5. Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ. 6. Курнавăш. 7. Муниципалитет округĕн администрацийĕ. 8. Тăрăм, Аслă Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code