Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Почтальонсемпе тĕл пулчĕç

Почтальонсемпе тĕл пулчĕç

Апрелĕн 11-12-мĕшĕсенче Елчĕкри тата территори пайĕсенчи почта çыхăну уйрăмĕсенче Клиент кунĕ иртрĕ.

Çак кунсенче халăх кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли тĕрлĕ издани çырăнчĕ.

— Почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем Клиент кунне кашнинчех тивĕçлипе йĕркелеççĕ. «Елчĕк ен» хаçата 2 кун хушшинче 37 çын çырăнма ĕлкĕрчĕ, ăна апрелĕн 20-мĕшĕччен йỹнетнĕ хакпа çырăнма май пур, — пĕлтерет почта çыхăну уйрăмĕн специалисчĕ Кристина Тимофеева.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкер-чĕкĕнче: Светлана Зайцева вулакан Клиент кунĕнче округ хаçатне çырăнма кăмăл турĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code