Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн юмах тĕнчи тейĕн

Чăн-чăн юмах тĕнчи тейĕн

Ача сачĕ шкул çулне çитмен шăпăрлансемшĕн иккĕмĕш кил пулса тăрать. Ир пуçласа мĕн каçчен тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ вĕсем кунта.

Кирек кам та хăй пурăнакан çурта илемлĕ те хăтлă тума ăнтăлать. Воспитательсен ку енĕпе пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Хальхинче вара пире ашшĕ-амăшĕн ăсталăхĕ тĕлĕнтерчĕ, вĕсен пултарулăхĕ пурне те тыткăнларĕ.

«Солнышко» ача садне çÿрекен ашшĕ-амăшĕ иртнĕ кунсенче канăçнех çухатрĕ: Ырă ĕçсен çулталăкĕнче пархатарлă та курăмлă ĕçпе палăрас тесе ача сачĕн территорине хăтлăх кĕртрĕ, тăван тĕпренчĕкĕсене çак илеме курма, туйма, юратма вĕрентес тесе тĕрлĕ япаласем ăсталарĕ. Ашшĕ-амăшĕ çумĕнче пĕчĕкскерсем те алăран инструмент ямарĕç. Пепкесене мĕн пĕчĕкрен илеме, тирпейлĕхе, ĕçченлĕхе хăнăхтарни ырă пулăм. Ачасем ашшĕ-амăшĕпе юнашар тăрса, пĕрле канашласа ĕçлени тата мĕне тăрать!

Акă арçын ачасем хĕрлĕ тĕслĕ «Мерседес» çине ларса рульне çавăрса пăхаççĕ. Кунтах выльăх картинче сысна çурисем илемлĕн канса выртаççĕ, вĕллесем çумĕнче ĕçчен пыл хурчĕсем вĕçеççĕ. Асамлă тараса патне пырсан таçта шалта шыв шăнкăртатнă пекех туйăнать, сивĕ шывне ĕçсе пăхас килет. Колобокĕ тата хăйăр сапнă сукмакпа таçта васкать. Чÿлмекрен тунă карчăкпа старик патне çитсен вара купăс сасси янраса каяссăн туйăнать. Юмахри акăшсем, асамлă шăнкăрав курăкĕ, илемлĕ шуй – пурте илем кÿреççĕ ача сачĕн картишне.

Илемĕн вĕçĕ çук. Пĕчĕкскерсем шыври тимĕр шапана та чылайччен пăхса-сăнаса тăраççĕ: «Мĕнле ишет-ха вăл; Упа йывăç çине пыл çиме улăхать, мĕншĕн ÿкмест?» – тесе ыйту хыççăн ыйту параççĕ. Шăпăрлансем илемпе киленни, çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланни савăнтарать.

Илеме ăнланакан, пулăшу аллине тăсакан, ылтăн алăллă, ÿркенмен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне – Вастуловсене, Васильевсене, Исаковсене, Немцевсене, Александровсене, Кирилловсене, Григорьевсене, Шавкинсене, Андреевсене, Шахеевсене, Айметовсене, Миллинсене, Мешковсене, Ефимовсене тав тăватпăр. Ку ырă ĕçĕн вĕçĕ нихăçан та ан пултăр. Ашшĕ-амăшĕпе воспитательсен тĕп тĕллевĕ — ачасене сывă ÿстересси, тĕрлĕ енлĕн аталантарасси, илеме курма, çут çанталăка юратма вĕрентесси, асамлă юмах тĕнчине кĕртсе ырăлăха ăнлантарасси. Ачасене юратмасăр çак енсене аталантарма май çуках. Вĕсем – пирĕн пурнăç чечекĕсем. Çакна ашшĕ-амăшĕ те, ачана воспитани паракан та лайăх ăнланаççĕ.

Т.ШАКОВА,
«Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code