Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн коллективĕнче 34 çын тăрăшать.
Энергетиксем районти 53 ялти 8 пин ытла абонента, 247 организаци-предприятие çутă парса тăрассишĕн, Елчĕкри, Курнавăшри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Сăрьелĕнчи распределительсем кирек мĕнле çанталăкра та пĕр чăрмавсăр, тухăçлă ĕçлеччĕр тесе яваплăха туйса тăрăшаççĕ.
Кунти баланс ушкăнне Алексей Хушкин ертсе пырать. Вăл çак отрасльте 17 çул тăрăшать. Надежда Нягина, Вера Майкова техниксен стажĕсем те пĕчĕк мар — 12-10 çул. Техниксем ял çыннисем çутăпа мĕнле усă курнине тĕрĕслесе, сăнасах тăраççĕ.
Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Н.Нягина, А.Хушкин, В.Майкова.