Юр ларнă май ялсенче снегоходсем курăнкалама пуçларĕç.
Районта уйрăм çынсемпе организацисенче 5 снегоход, 3 снегоболотоход шутланса тăрать. Йышĕ нумаях мар пек, анчах вĕсем те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Хăш-пĕр чухне юр çийĕн çỹрекен техника хатĕрĕсене пушă вăхăтра катаччи чупмалли япала вырăнне хума тăрăшни те тĕл пулать. Çакна шута илни вырăнлă — юсавлă техника, ăна патшалăх енчен тивĕçлипе регистрацилени, водителĕн вара унпа усă курма ирĕк паракан документ пулни çеç инкек-синкекрен хăтăлма май парать. Руль умне правасăр ларма юрамасть, экзамен тытса тракторист-машинистăн «А1 — мототранспорт хатĕрĕсем» паллăллă удостоверенине илмелле.
Снегоходсен хуçисене çакна аса илтерни те вырăнлă пулĕ: кашни çулах хĕл варринче «Снегоход» профилактика мероприятийĕ иртет. Тивĕçлĕ тытăмсем çак техника хуçисем çỹлерех асăннă тата ытти требование пăхăннине тĕрĕслеççĕ.
А.СОЛОВЬЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи.