Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» ушкăна çỹрекенсем ял çыннисене кăна мар, районти куракансене те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. Альбина Емельянова ертсе пыракан ушкăн районти смотр-конкурссенче, фестивальсенче, Акатуйра илемлĕ юрă-ташăпа тыткăна илет. «Илеме» çỹрекенсен йышĕнче ялти тĕрлĕ професси çыннисем. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура пулсан та кăмăлтанах сцена çине тухаççĕ. Чăваш тумне тăхăннăскерсем çи-пуçĕпе те, чунĕпе те илемлĕ.