Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Курнавăшсем çурма финалта

Курнавăшсем çурма финалта

«Россия – страна возможностей» Президент платформин «Флагманы образования. Школа» Пĕтĕм Раççейри ăсталăх конкурсĕн çурма финалĕ Чулхулари Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн Наци тĕпчевĕн площадкинче иртнĕ.

Ăмăртура Атăлçи округĕнчи 47 команда хутшăннă. Проекта вĕренÿ тытăмĕн малашлăхри ертÿçисене тупса палăртас тата хатĕрлес тĕллеве тĕпе хурса йĕркеленĕ. Раççейри 36758 педагог унта хутшăнма заявка тăратнă. Конкурс иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Мускаври 1253-мĕш номерлĕ шкулта старт илнĕ.

Конкурса хутшăннисем малтанах дистанци мелĕпе тĕрлĕ енлĕ тест витĕр тухнă. Лайăх кăтартусем тунă Атăлçи округĕнчи командăсем Чулхулара тĕл пулнă. Чăваш Ен чысне Курнавăшри вăтам шкул тата Куславкка хулинчи 2-мĕш номерлĕ вăтам шкул хÿтĕленĕ.

Курнавăш шкулĕн командин йышĕнче – шкул директорĕ Анфиса Ефимова, директор çумĕ, вырăс чĕлхин учителĕ Евгения Корнилова, ют чĕлхесен учителĕ Елена Светопольская тата физикăпа астрономи учителĕ, класс ертÿçи Геннадий Димитриев.

Тĕрлĕ ăслăлăх ăмăртăвĕсенче тупăшнă вĕсем. Финала 12 команда тухнă. Курнавăшсем унта лекейменнишĕн питех кулянмаççĕ.

– Чи пахи – конкурссене хастар хутшăнни, малашлăхри ĕçре çĕнĕлĕхсемпе, пысăк хуласенчи педагогсен опычĕпе паллашни, хастар юлташсем тупни, хамăр та пултарулăха кăтартма пултарни, – пĕлтерет команда ертÿçи Анфиса Николаевна.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Ефимова, Е.Светопольская, Е.Корнилова, Г.Димитриев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code