Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Айăпçăсене сăнасах тăратпăр

Айăпçăсене сăнасах тăратпăр

Айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи инспекцин Елчĕкри уйрăмĕнче кăçалхи 11 уйăхра пурĕ 111 айăпçă учетра пулнă. Асăннă тапхăрта пурĕ 70 айăпçăна шута илнĕ, тĕрлĕ сăлтава пула 11 уйăхра 70 çынна шутран кăларнă.

Айăплав вăхăтĕнче тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыманран инспекци ĕçченĕсем 39 айăпçăн ĕçне тепĕр хут суда тăратнă. Суд йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн 15 айăпçăна ирĕк прависĕр хăварнă. 6 айăпçă тĕп наказани çумне хушма тивĕçсемпе чарусем илнĕ, тепĕр 7-шĕн тĕрĕслев срокĕсене тăснă. Çав вăхăтрах 2 айăпçăна хăйсене тивĕçлĕ тытнăшăн палăртнă срок вĕçленичченех айăплавран хăтарнă.

Инспекци ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ — обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси тата преступленисене асăрхаттарасси. Çакна тĕпе хурса полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрлехи рейдсем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Рейдсем вăхăтĕнче айăпçăсем пурăнакан вырăнсенче пулса пурнăç условийĕсемпе тĕплĕн паллашатпăр, ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлатпăр, ял хушшинче тата ĕçре хăйсене еплерех тытнине тĕрĕслетпĕр. Темиçе хут асăрхаттарнă хыççăн та йĕркене кĕме васкаман айăпçăсен ĕçне ирĕксĕрех тепĕр хут суда тăратма тивет.

Профилактика ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçланă пулсан та кăçал инспекцинче шутра тăракансем иккĕмĕш хут преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕх икĕ хут ỹсни пăшăрхантарать. Тĕслĕхрен, Кỹлпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах пурăннă С.В.Герасимов Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 117 статйин 1 пайĕпе айăпланса 7 уйăх «ограничение свободы» айăплав илчĕ. Иккĕмĕш хут судпа айăпланнăскер суд йышăнăвĕпе палăртнă хушусене пурнăçламарĕ, ĕçкĕпе иртĕхрĕ, обществăлла йĕркене пăснăшăн судпа та айăпланма ĕлкĕрчĕ. Тỹрĕ çул çине тăма васкаман айăпçăн ĕçне Елчĕкри 1 номерлĕ миравай суд участокĕ тепĕр хут пăхса тухса ăна 8 уйăх та 14 кун ирĕкрен хăтарма йышăну кăларса ĕçлесе юсанмалли колоние ямалла турĕ.

Çав вăхăтрах хушма айăплав илнĕ ытти айăпçăсем те йĕркене пăсрĕç. Транспорт хатĕрĕпе çỹрес ирĕкрен хăтарнă пулсан та А.И.Сайкин (Вăрăмхăва), В.Г.Соловьев (Патреккел), С.П.Зайцев (Çĕнĕ Пăва), руль умне тепĕр хут ỹсĕрле ларса ГИБДД ĕçченĕсен аллине çакланчĕç, 6-шар уйăха условнăй майпа айăпланчĕç.

Кăçал инспекцинче шутра тăракансем иккĕмĕш хут преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсем ỹснине тĕпе хурса айăпçăсемпе хушма тĕрĕслевсем ирттертĕмĕр, вĕсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çумĕнчи профилактика канашĕн ларăвĕсене йыхравласа уçă калаçусем, ăнлантару ĕçĕсем йĕркелерĕмĕр, саккунсен пуххисемпе паллаштартăмăр. Ларусен ĕçне инспекцин ĕçченĕсемпе пĕрле прокуратура ĕçченĕсем, район администрацийĕн çула çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин представителĕсем, ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç.

Айăпçăсене сăнаса тăрас ĕçре ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе, айăпçăсем вăй хуракан организацисемпе предприятисен ертỹçисемпе, ялсенчи старостăсемпе тата депутатсемпе килĕшỹре ĕçлетпĕр.

Т.СЕМЕНОВА,
аслă инспектор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code