Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасене — Çĕнĕ çул кучченеçĕ

Ачасене — Çĕнĕ çул кучченеçĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен Чăвашпотребсоюзпа «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕ «Ачасене — шоколад» акци ирттерчĕ.

Елчĕкри 17 лавккара тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче кашнийĕнех йывăр лару-тăрăва лекнĕ, нумай ачаллă çемьере çитĕнекен тата тăлăх ачасене Çĕнĕ çул ячĕпе парне тума май пулчĕ. «Елчĕкри коопторг» ООО предприятийĕсенче акци вăхăтĕнче 20 килограмм ытла шоколадпа канфет пуçтарăнчĕ. Çĕнĕ çул кучченеçĕ районти ачасене савăнăç кỹресси иккĕлентермест.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code