Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сулмаклă утăмсемпе — малалла

Сулмаклă утăмсемпе — малалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи юлашки планеркăра çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе хак панă. Пĕтĕм тĕнчипе хуçаланакан кризис та, чи хаяр «партнерсем» тăратнă санкцисем те Раççей, çавăн пекех Чăваш Ен экономикине те аркатайман.

Пирĕн республика хăш-пĕр кăтартусемпе Раççейри чылай регионран, федерацин Атăлçи округĕн йышне кĕрекен ытти кỹршĕллĕ регионсенчен те малта пулнине хамăр куçсемпе курса ĕненетпĕр. Промышленность производствинчи, ял хуçалăхĕнчи ỹсĕмсем пысăк. Чăваш Ен экономикине тĕреклетессишĕн республика территорийĕнче ĕçлесе пурăнакан çĕр-çĕр çын — ертсе пыракан звеносен ĕçченĕсемпе Чăваш Республикин ертỹлĕхĕ ырми-канми тăрăшнă.

Ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Ен çут çанталăк пуянлăхĕпе мухтанайманнине Мускавра та лайăх ăнланаççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсен социаллă экономика аталанăвне сăнасах тăрать. Апла пулин те федераци центрĕнчен килекен пулăшăва «чухăнлăха» çеç шута илсе памаççĕ. Регионăн, чи малтан, федераци программисене хастар хутшăнса ĕçленине кăтартмалла. Пирĕн республика ĕç планĕсемпе кирлĕ ытти документсене тивĕçлĕ шайра хатĕрлеме пĕлнине кăтартса парать. Республика федераци шайĕнче уйăракан укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курма пĕлнине çирĕплетет: çапла майпа шкулсемпе ача сачĕсем, инфраструктура объекчĕсем, çĕнĕ çулсемпе кĕперсем хăпартать. Пирĕн регион пилотлă проектсене те хастар хутшăнать — çĕнĕлĕхсене чи малтан алла илекенсен хисепĕнче.

Авариллĕ çурт-йĕртен куçарни

2017 çулхи октябрьте республикăра 2013-2017 çулсенче «Авариллĕ çурт-йĕртен çынсене куçарасси» программа ăнăçлă вĕçленнĕ. Палăртнă программăпа килĕшỹллĕн республикăри 841 авариллĕ çуртра пурăнакан 12 пин ытла çынна хăтлă çурт-йĕрлĕ пулма пулăшнă. Çĕршыв ертỹçи Владимир Путин çак программăна малалла тăсма палăртать.

Промышленность

Республикăри предприятисем инвестици проекчĕсене малашне те анлăн пурнăçа кĕртеççĕ. 2018 çулта метрополитен валли электрокомпонентсем хатĕрлекен завод, теплица комплексĕн центрне уçма палăртнă. Çакă 1,5 пин ĕç вырăнĕпе çыхăннă. Лидерсем хушшинче — хими тата электротехника кластерĕн предприятийĕсем. «Трактор тăвакансен завочĕ» концернра та лару-тăру лайăхланнă. Завод ĕç укçипе пĕтĕмпех татăлнă.

Ял хуçалăхĕ

Республикăри уй-хирсенчен 2017 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 698,7 пин тонна (2016 çулхипе танлаштарсан 114,7 процент ытларах) пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 26 центнер. Çакă юлашки 20 çулхи рекордлă тухăç шутланать.

Сăмах май, çак çитĕнỹре Елчĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсен тỹпи те калама çук пысăк. Пирĕн районти тыр-пул ăстисем пурĕ 67350 тонна тĕш тырă туса илнĕ, вăтам тухăç 1 гектар пуçне шутласан 31,8 центнерпа танлашнă.

2016 çулхипе танлаштарсан, республикăра сĕт туса илесси усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 4 процент ỹснĕ. Аш-какай туса илессипе те республика федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Пурĕ 138 инвестици проектне, пурĕ 3,5 миллиард тенкĕлĕх ĕçе кĕртнĕ, 300 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлнă. Малашнехи пысăк ĕç — Çĕнĕ Шупашкарти теплица комплексне (инвестици проекчĕн хакĕ 6 миллиард тенкĕпе танлашать) ĕçе кĕртесси.

Çул-йĕр строительстви

«Шанчăклă тата пахалăхлă çулсем» приоритетлă программăна пурнăçласа республикăра автомобиль çулĕсене 95 çухрăм юсанă. Çак ĕçсен проекчĕ 1268 миллион тенкĕпе танлашнă, çав шутран 625 миллион тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрса панă. Шупашкар хулинчи Мускав кĕперне автомобильпе çỹремелли 6 йĕре çитиччен анлăлатаççĕ. Ю.Фучик урамĕнчи строительство ĕçĕсем те вĕçленнĕ.

Культура

2016 çултан тытăнса Чăваш Республикинче ялти культура çурчĕсене тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2016-2017 çулсенче 6 клуб (Елчĕк, Çĕрпỹ, Вăрмар, Патăрьел, Канаш, Тăвай районĕсенче) хута кайнă. Çак тĕллевпе 2017 çулта республика бюджетĕнчен 69,1 миллион тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 18,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республики çĕнĕ кинозалсем уçассипе те Атăлçи федераци округĕнче лайăххисен шутĕнче.

Тĕп пĕтĕмлетỹ

Мĕн пур ыйтăва татса панă теме çук. Апла пулин те Чăваш Ен экономики кризислă лару-тăруран тухма пултарни — ырă пулăм. Ỹсĕмсем пурри малашлăха шанма, тăрăшса вăй хума хавхалантарать.

2017 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă черетлĕ çырура тĕплĕн палăрĕ. Тепĕр ырă пулăма та палăртса каламаллах: Раççей Президенчĕн В.Путинăн указĕпе килĕшỹллĕн 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен бюджет сферинчи чылай категорири ĕçченсен шалăвĕ палăрмаллах ỹсет. Ку енĕпе республика хыснине çитес çул валли кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code