Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ял çынни усăллă кантăр

Ял çынни усăллă кантăр

2017 çул Тăрăмри культура çурчĕшĕн пысăк та паллă пулăмпа асра юлчĕ.

Кăçал эпир федерацин «Вырăнти культура çурчĕ» проектне хутшăнтăмăр. Унпа килĕшỹллĕн культура çуртĕнче ĕçлеме, канма условисем лайăхланчĕç. Патшалăх пире пысăк пулăшу кỹчĕ — 516,67 пин тенкĕлĕх çутă тата сасă, мультимедийлă аппаратурăсем, компьютер техники, сцена тумĕсем, костюмсем, инструментсем туянтăмăр.

Çĕнелнĕ культура çуртĕнче чи малтанах район шайĕнчи «Елчĕк ен ывăл-хĕрĕн юрри-ташши» фольклор фестивалĕ ирттертĕмĕр. Халĕ Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене хаваслă ирттерес тесе тăрăшатпăр.

Е.КАШИРИНА,
культура çурчĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code