Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнеке хаклавĕ

Кĕнеке хаклавĕ

Елчĕкри тĕп вулавăшра Анатолий Тимофеев-Сăрнай писатель çырнă «Мы – из рода победителей» кĕнеке хаклавĕ иртрĕ.

260 страницăран тăракан издани нумаях пулмасть Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра пичетленсе тухнă. Унта Елчĕк тăрăхĕнче çуралнă, тĕрлĕ çулсенче Германири пирĕн çарсен ушкăнĕнче службăра тăнă 178 салтакпа офицер çинчен çырса кăтартнă. Очерксемпе тĕрленчĕксем, интервьюсемпе аса илÿсем кăсăклăн вуланаççĕ. Автор кĕнеке лаççинче çĕнĕ çын мар та, çавна май чун çимĕçне пуян содержаниллĕ, полиграфи тĕлĕшĕнчен пахалăхлă, тĕслĕ сăн ÿкерчĕксемпе калăплама пултарнă.

Презентацие хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та издание пысăка хурса хакларĕ:

– Кĕнеке пур енлĕ лайăх пултăр тесен нумай тăрăшмалла. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тачă çыхăнса ĕçлесен кăна тума пулать çак йывăр тивĕçе. Эсир пултартăр. Çамрăк ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас ĕçре вăл питех те кирлĕ паян.

Рифкат Харисов ĕç ветеранĕ Германи çĕрĕ çинче службăра тăман пулин те, чăтайман – чунĕ туртнипе хутшăнма кăмăл тунă мероприятие. Кĕнекен хушма пайне кăларма та каллех хăйĕн тÿпине хывассине пĕлтерчĕ.

Виталий Ильин полковник, Леонид Григорьев уйрăм предприниматель тата ыттисем те кĕнекене пысăк хак пачĕç. Пĕтĕм Раççейри ГСВГ ассоциацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Николай Павлов пархатарлă ĕçе активлă хутшăннă ветерансене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code