Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисем парасси çинчен хушăва алă пуснă.
Вĕренỹре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусем тунă республикăри 1000 яшпа хĕр хушшинче пирĕн районти 23 çамрăк та пур. Вĕсен йышĕнче — район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Алексей Борисов, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Владимир Васильев, А.В. Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн инструкторĕ Александр Купташкин, «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Алексей Мясников, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Виктория Викторова, Степан Демьянов, Александр Иванов, Валерия Николаева, Анатолий Нягин, Виолетта Падуева, Диана Трофимова, Екатерина Цыганова, Лиана Чернова, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Анастасия Григорьева, Андрей Ефимов, Татьяна Курчина, Евгения Мясникова, Ольга Сидорова, Антон Смирнов, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Александра Киргизова, Татьяна Перепелкина, Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Ольга Маркова, Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Герман Мурзакаев кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.