Суббота, Март 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Вăхăтлăха — çĕнĕ инспектор

Вăхăтлăха — çĕнĕ инспектор

Январĕн 11-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен техника тăрăмне асăрхакан патшалăх инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Евгений Еландаев пулнă.

Евгений Викторович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тата унăн пĕрремĕш çумĕпе — район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулнă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Е.Еландаев Патшалăх техника инспекцийĕн Елчĕк районĕнчи аслă инспекторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Сергей Кокоревпа паллаштарнă. Сергей Николаевич чылай çул Комсомольски районĕнче патшалăх техника инспекцийĕн аслă инспекторĕнче тăрăшать. Елчĕк районĕнчи халăха вăл ытларикун тата кĕçнерникун йышăнать.

Районти патшалăх техника тĕрĕслевĕн малтанхи аслă инспекторĕ Анатолий Соловьев тивĕçлĕ канăва тухнă. Асăннă должноçра Анатолий Павлович 20 çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code