Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > СМИ Чувашии – о Послании Михаила Игнатьева Госсовету республики

СМИ Чувашии – о Послании Михаила Игнатьева Госсовету республики

Татьяна Вашуркина, директор – главный редактор Издательского дома «Хыпар»:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне тухнă Çырура пĕлтерĕшлĕ самантсем самай пулчĕç. Михаил Васильевич ял аталанăвне тĕпе хумаллине, пурнăç шайне лайăхлатмаллине, унти условие ÿстернĕçемĕн ÿстермеллине палăртса хăварчĕ.

«Пĕччен хулă авăнать», — тенĕ тăван халăхăмăр. Ял урамне çул сармалла-и, çырма урлă каçă тумалла-и, кану вырăнне йĕркене кĕртмелле-и – халăхпа тунине нимĕн те çитмест. Пĕр-пĕр проекта пурнăçлама халăх хăй пуçарăвĕпе укçа пухсан тупран ытти пайне бюджетран илме пултарни питех те паха. Çак ырă ене Михаил Игнатьев чăваш халăх йăлипе – нимепе – танлаштарчĕ.

Ялта пурăнакансемшĕн ял хуçалăхне аталантарни питех пĕлтерĕшлĕ. Хаксен çураçулăхне тытса тăма фермерсен пĕр шухăшлăн пĕрлешсе талпăнмалли те – тĕрĕс шухăш.

Ялпах çыхăннă тепĕр самант – унта пысăк квалификациллĕ специалистсене илĕртесси.

Чăваш чĕлхине вĕренме тăван республикăра майсем туса панине те палăртрĕ Михаил Игнатьев. Çав вăхăтрах ытти халăх çыннисен те Чăваш Енре хăйсен тăван чĕлхине ирĕклĕн вĕренме пулать.

Анна Аношина, главный редактор газеты «Вперед»:

— Большое внимание в Послании Михаил Игнатьев уделил вопросу воспитания подрастающего поколения – воспитания патриотов, созидателей, умных и образованных молодых людей. Это, пожалуй, один из главных вопросов нашего времени. Через 5-10 лет именно они будут создавать свою Чувашию, свою Россию. Из них, сегодняшних мальчишек и девчонок, вырастут строители, учителя, врачи, архитекторы, управленцы и политики. А от нас с вами зависит то, какими они войдут во взрослую жизнь. Важно привить юным гражданам самые главные понятия: любовь к Родине, уважение к родителям и историческим корням.

На полосах газеты «Вперед» уделяется большое внимание этому вопросу. Частые материалы под рубриками «Патриотическое воспитание», «Будущее – за молодыми» освещают работу, проводимую в этом направлении школами и Центром детского творчества города Шумерли. Печатая материалы о деятельности отрядов космонавтов, юнармейцев, кадет, о военно-патриотических играх и соревнованиях, наша газета вносит свой вклад в нравственное воспитание молодежи. Принимая участие в проекте «Образовательное воскресенье», редакция занимается и профориентационной работой: мы учим подростков создавать школьную прессу: думать, анализировать, внедрять новации.

Игорь Васильев, и.о. главного редактора Мариинско-Посадской районной газеты «Пирěн сăмах» («Наше слово»):

— В этом году Глава Чувашии Михаил Игнатьев в своем Послании Государственному Совету Чувашской Республики больше внимания уделил перспективным задачам. Это стратегия развития региона до 2035 года, направленная на улучшение качества жизни населения, инвестиционной привлекательности, наращивание сотрудничества с иностранными партнерами в бизнес-проектах, создание упрощенных условий для ведения бизнеса. Руководитель республики также сделал акцент на модернизации агропромышленного комплекса и поддержке фермерского движения, привлечении молодых кадров в село.

Послание насыщено множеством цифр и фактов, доказывающих, что Чувашская Республика уверенно смотрит вперед.

Виктория Вышинская, и.о. главного редактора газеты «Тăван Ен» :

 – Чăваш Республикине юлашки вăхăтра тĕнче шайĕнче çăмăллăнах палласа илекен пулчĕç. Çĕршыв партнерсен йышĕ çулран-çул ÿсет. 2012 çулта республика суту-илĕве 74 çĕршывпа йĕркеленĕ пулсан иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсемпех вăл 90 çитрĕ. Китай, Беларуç, Казахстан, Германи, Бельги, Итали, Норвеги çыхăнăва çирĕплетсех пыраççĕ, вĕсем республикăшăн çывăхрах та çывăхрах. Çакăнта вара регион ертÿçи ĕçлĕ хутшăнусене йĕркелеме, калаçса татăлма пĕлнине палăртни вырăнлă. Михаил Игнатьевăн ят-сумĕ пысăк, çавăнпах чикĕ леш енчи ĕçтешсем республикăпа пĕр иккленмесĕрех ĕçлеме пикенеççĕ, килĕшÿсем алă пусаççĕ.

Çавăнпа та Çырура палăртнă евĕр, çĕнĕ йышши производствăна вăйлă ĕçлеттерме халĕ тивĕçлĕ кадрсене малалла хатĕрлемелли кăна юлать. Черетлĕ Çырупа Пуçлăх амбициллĕ тĕллевсем лартрĕ. Пĕрлехи тăрăшулăх, команда туйăмĕ пĕтĕçтерни кунта та пулăшĕ – иккĕленÿ çук.

Марина Евграфова, главный редактор Красноармейской районной газеты «Ял пурнăçĕ» («Сельская жизнь»):

— Выступая с Посланием Государственному Совету Чувашской Республики, Глава региона старается охватить все важные направления развития Чувашии.

В этот раз Михаил Игнатьев подчеркнул важность развития малого и среднего предпринимательства, крупных предприятий, поддержки инвестпроектов, международного сотрудничества.

Большинство жителей волнуют вопросы социальной поддержки. И об этом сегодня Михаилом Игнатьевым тоже было сказано немало. Так, Правительством республики будет продолжена работа по улучшению демографической ситуации, поддержке многодетных семей, укреплению семейных ценностей и патриотического воспитания подрастающего поколения.

Руководитель региона говорил и о повышении производительности труда, поддержке работающего населения, создании комфортных условий труда для жителей республики. Более того, продолжится реализация программ по поддержке сельской местности: обеспечению малых городов и районов молодыми квалифицированными кадрами. Как отметил Михаил Васильевич, деятельность Правительства Чувашии будет направлена на то, чтобы жизнь на селе стала интересной, доходной и комфортной, в том числе и для молодежи.

Александр Козлов, главный редактор Батыревской районной газеты «Авангард»:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырупа тÿрĕ эфирта коллективпа паллашрăмăр. Регион ертÿçи республикăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă май татса паман ыйтусене те халăх патне илсе çитерчĕ. Пире, ялта пурăнакансене, Çырура яла аталантарас тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсем уйрăмах савăнтараççĕ. «Ялта пурăнма кăсăклă, пурлăхлă, хăтлă» пултăр текен сăмахсене залра ларакансем те алă çупсах йышăнчĕç. Çак тĕллевсене пурнăçласа малашне те клубсем, ФАПсем, шкулсем, çул-йĕр тăвассине аталантарăпăр тенине епле ырламăн. Çавăн пекех Çырура «чăваш чĕлхи пулнă, пур, пулать те» тенĕ сăмахсем тăван чĕлхе малашлăхĕ пирки ырă туйăмсем çуратаççĕ.

Валентин Константинов, главный редактор Козловской районной газеты «Ялав» («Знамя»):

— В Послании Главы Чувашии Михаила Игнатьева Госсовету и чувашскому народу много позитивных моментов. Внимание уделено и проблемным вопросам, а также предстоящим задачам в экономике и социальной сфере.

Глава региона заверил, что Правительство республики выполнит все свои обязательства перед бюджетными организациями и их работниками, в том числе по повышению уровня жизни населения. Результат этой работы уже очевиден: демографическая ситуация с каждым годом улучшается, долгожителей становится больше, уменьшается количество разводов.

Отрадно, что наиболее пристальное внимание будет уделено медицине. Расширение программы «Земский доктор» даст возможность привлечь молодых врачей и фельдшеров в малые города, села и деревни Чувашии.

Вячеслав Николаев, главный редактор Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь победы»):

 – Глава Чувашии Михаил Игнатьев в своем Послании Госсовету и народу республики обозначил значимые направления развития региона. Он затронул все отрасли экономики, обозначил пути решения задач.

Сегодня остро строит вопрос привлечения кадров на село. Глава Чувашии видит решение в возрождении ценности труда, трудовой активности молодежи.

Для нас, сельских жителей, также особо значимы вопросы строительства дорог, обеспечения кадрами сферы здравоохранения. Слова руководителя республики обнадеживают: в 2018 году на эти цели выделены немалые средства.

Алина Оринова, главный редактор Красночетайской районной газеты «Пирӗн пурнӑç» («Наша жизнь»):

— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырура республикăра пурăнакан кашни çыннăн пурнăçне лайăхлатассине тĕпе хурса калаçрĕ. Чăваш Ен çулран-çул аталану çулĕпе утни савăнтарать. Малашне те Чăваш Ен вăйлă регионсен шутĕнче пуласса шанатпăр. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура ертÿçĕсене ĕç укçине ÿстерме, аслă пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене вĕрентсе хатĕрлеме чĕнсе калани, çамрăк çемьесене социаллă пулăшу кÿрессине çĕнетни, медицина самаях аталанса пыни те çирĕплетет.  Çак пулăмсем пурне те савăнтараççĕ, ырă туйăм çуратса малалла татах та лайăхрах ĕçлеме хавхалантараççĕ.   

Зинаида Павлова, главный редактор Урмарской районной газеты «Хĕрле ялав» («Красное знамя»):

— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулсерен тухакан Çырăвĕнче республикăра иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртать. «Чăваш Ен — вăйлă регион, кунта пурăнас тата ĕçлес килсе тăрать», — тесе палăртрĕ М.Игнатьев. Ку сăмахсене цифрăсем те çирĕплетсе параççĕ. Сăмахран, республикăра вак тата вăтам бизнес аталанса пырать. Инвестицие хывнă пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ калăпăшĕ 40 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çавна май 2800 çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ.

Чăваш Енре промышленность, строительство, ялхуçалăхĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ. Ялхуçалăх отраслĕнче кăтартусем те курăмлă. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 7 хут ÿснĕ. Ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен йышĕ те унчченхи çулсемпе танлаштарсан 4 хут нумайрах.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра çурт-йĕр хăпартассипе, çул-йĕр тăвассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пынине палăртрĕ. «Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем» федераци шайĕнчи программăпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăна кăçал 1 миллиард та 461 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă хула, районсен территорийĕсенчи çул-йĕрсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама майсем туса парĕ.

Анатолий Тихонов, главный редактор Моргаушской районной газеты «Çĕнтерÿ ялавĕ» («Знамя Победы»):

— Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллашрăм.

Мана республика ертÿçи вĕренÿ ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни килĕшрĕ, республика бюджечĕн виççĕмĕш пайне çак тĕллевпе тăкакланине палăртрĕ вăл.

Пахалăхлă пĕлÿ илнĕ çамрăксем – пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕ, шанчăклă пуласлăхĕ. Муркашсем те ку енĕпе хăйсен тÿпине хываççĕ. Акă, Муркаш шкулĕ 2015, 2016 çулсенче Раççейри ялти чи лайăх 200 шкул шутне, 2017 çулта Раççейри ялти чи лайăх 300 шкул шутне кĕме пултарчĕ.

Промышленноç — экономика никĕсĕ. Муркашсем ку енĕпе те палăраççĕ. «Сеспель» предприяти танкер-контейнерсем кăларакан çĕнĕ цех хута яма хатĕрленет.

Муркашсем иртнĕ çул пуçаруллăх бюджечĕпе 2 проект ĕçе кĕртрĕç. Шуркассинче клуба юсаса çĕнетрĕç, Юнкăра спорт площадки турĕç. Кăçал вара муркашсем çакăн йышши 10 проект хута яма палăртаççĕ.

Руслан Сайфутдинов, редактор по выпуску газеты «Цивильский вестник»:

 — Послание Главы республики Государственному Совету и народу Чувашии – это не просто одно из главнейших общественно-политических событий в нашем регионе. Это, прежде всего, определение векторов развития республики, основных целей и задач в экономике и социальной сфере на ближайшее будущее, подведение итогов прошедшего года.

Главным тезисом Послания для меня стала фраза Михаила Игнатьева о том, что мы поступательно идем вперед, решая повседневные и стратегические задачи, а наша цель – сделать Чувашию сильной, современной республикой, в которой хочется жить и работать. Действительно, несмотря на объективные трудности в экономике, наша республика развивается, по целому ряду показателей опережая многие регионы страны. Достижения в сферах образования и здравоохранения, в электротехнической отрасли – яркое тому подтверждение.

Приятно отметить, что Глава Чувашии высоко ценит многовековую дружбу и взаимоуважение между народами республики, понимает необходимость бережного отношения к национальной культуре и воспитания молодежи в духе традиций и патриотизма. Уверен, что предложенная Михаилом Игнатьевым реализация проекта «Культурное наследие» станет знаковым событием в этой области.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code