Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Правительствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатса пачĕ, пуласлăх тĕллевсене палăртрĕ.
Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикине инвестици тытăмĕнче пысăк стандартсемпе ĕçлекенсен, малта пыракан регионсен шутне кĕртнине аса илтерчĕ. Раççейре 85 субъект хушшинче пирĕн республика хисеплĕ иккĕмĕш вырăна йышăнни пурсăмăра та малалла ăнтăлма, ĕçлеме хавхалантарать. Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăх ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, паян ял хуçалăхĕ те инвестици илĕртỹлĕхĕпе палăракан отрасль пулнине каларĕ.
Юрий БЛИНОВ, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырура яланхиллех регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тĕплĕн тишкерчĕ, малашлăх тĕллевсене палăртрĕ. Çырăва хатĕрленĕ чух халăх шухăшне, обществăлла организацисен сĕнĕвĕсене, граждансен обществин институчĕсен ыйтăвĕсене тĕпе хуни пĕлтерĕшлĕ документа пуян содержаниллĕ тума май панине палăртмалла. Халăх пурнăçĕн шайне аталантармалли, ырă енне улăштармалли пур çул-йĕре те кăтартнă унта.
Умра — 2018 çулта иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пирĕн пурин те пĕр шухăшлăн ĕçлемеллине, суйлавра хамăрăн гражданла позицине кăтартса памаллине палăртрĕ. Пĕр чăмăра пухăнса килĕштерсе ĕçлени тата çирĕп пĕрлĕх — çаксем шăпах çăршывăмăрăн тата республикăн аталанăвĕн тĕп никĕсĕ пулса тăраççĕ.
Николай ПАНКРАТОВ, Социализмла Ĕç Геройĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕ. Кивĕ Эйпеç ялĕ:
— Республика Пуçлăхĕн Çырăвне эпĕ питĕ тимлĕн итлерĕм. Çывăх çулта пурнăçламалли тĕп тĕллевсенчен пĕри — ял çыннин пурнăç пахалăхне ỹстересси, халăха ĕçпе тивĕçтересси, тупăшсене ỹстересси пулса тăмалла. Çамрăк специалистсем тăван республикăра ĕçлесе пурăнма юлччăр тесен кулленхи тĕллевсене анчах мар, малашлăхри ыйтусене те татса памалла. Кăçалтан «Земство тухтăрĕ» программăна пĕчĕк хуласем те хутшăнма пултарни çивĕч ыйтăва татса пама ăнтăлнин тĕслĕхĕсенчен пĕри.