Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтака каяççĕ каччăсем

Салтака каяççĕ каччăсем

Çурхи призыв кампанийĕ малаллах тăсăлать. Ку тапхăрта пирĕн районтан 30 ытла çамрăк çар ретне тăрĕ.

Йĕкĕтсене Раççей çарне ярас ĕç майăн 24-мĕшĕнчех пуçланнă. Çак кунсенче Патреккел, Курнавăш ялĕсенче пурăнакансем Андрей Сергеева тата Андрей Мамуткина ĕлĕкхи йăла-йĕркесене пăхăнса çара ăсатса янă. Культура çурчĕн ĕçченĕсем вĕсене халалласа уяв йĕркеленĕ. Çамрăксем пĕрле пухăнса урам тăрăх салтак юрри юрласа утнă. Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, яшсене кирек хăш регионти çар чаçне те яма пултараççĕ, ВДВ, космос çарĕ… Флота каякансем те пур. Призывниксен йышĕнче 18-21 çулсенчи яшсем ытларах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code