Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлес кăмăлĕ иксĕлми

Ĕçлес кăмăлĕ иксĕлми

Лаш Таяпари ваттисен çурчĕ уçăлнăранпах социаллă работник пулса ĕçлет Ольга Игнатьева.

Оля ялти ятлă-сумлă хĕрарăм. Çемçе те ăшă калаçăвĕпе, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланипе çĕнсе илнĕ вăл çак хисепе.

Лаш Таяпа пики вăтам шкултан вĕренсе тухсан Теччĕри педагогика училищинче пĕлĕвне малалла тăснă. Дипломлă специалист пысăк хавхаланупа тăван яла ĕçлеме таврăннă.

Часах хĕр ялти каччăпа — Владимир Игнатьевпа çемье çавăрнă. Ăшпиллĕ те тарават, кашни çынпа пĕр чĕлхе тума пĕлекен çамрăк хĕрарăм мăшăрĕпе, ватăсемпе килĕштерсе пурăннă. Çамрăксем мал ĕмĕтпе çунатланнă. Анчах пурнăç пĕр тикĕс килмест çав, Игнатьевсен кил-çурчĕ часах пушанса юлнă. Маларах хунямăшĕ, Лидия Ивановна, унтан хуняшшĕ, Петр Авенерович, çĕре кĕчĕç. Икĕ çул каялла Ольга Николаевнăн савнă мăшăрĕ те вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Пĕччен пурнăç çăмăл марри каламасăрах паллă.

— Юрать, ĕç пур. Ĕç — пурнăç тыткăчĕ, — тет яланах Оля.

Çамрăк хĕрарăм хуçалăха типтерлĕ тытса пырать. Выльăх-чĕрлĕх усрать, вĕсемпе калаçса йăпанать.

Ĕçне хура — хисепĕ. О.Игнатьева ĕçре ăсталăхпа хастарлăх кăтартнăшăн пĕрре мар Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. Ватăсемпе пĕр чĕлхе тупнă вăл. 2007 çулта «Чи лайăх социаллă ĕçчен» ята та çĕнсе илме пултарчĕ.

— Кирек хăш ĕçре те йывăрлăхсем пур. Ватăсене пăхас ĕç те çăмăл мар. Çапах хама шанса панă тивĕçе чунтан пурнăçлатăп, ĕçе хавхаланса килетĕп. Пирĕн коллектив лайăх. Пĕр-пĕринпе чылай çул ăнланса тăрăшни ĕçре çунат хушать, — кăмăллăн пĕлтерет Ольга Николаевна.

Çакăншăн савăнать вăл: мăшăрĕпе пĕрле хăпартнă çурчĕ тăванĕсене, вĕсен ачисене яланах ăшшăн йыхравлать. Оля вĕсемпе туслă пурăнать.

Л.КНЯЗЕВА,
ватăсемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмăн заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: О.Игнатьева ваттăн юн пусăмне тĕрĕслет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code