Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Заявленисем йышăнаççĕ

Заявленисем йышăнаççĕ

Вĕренỹ тата наука сферин асăрхавĕн федераллă служби аса илтерет: 2018 çулхи патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытас текенсен февралĕн 1-мĕшĕччен заявленисем тăратмалла. ППЭ тытаканăн заявленисенче хăш предметсене суйласа илнине те палăртмалла.

Заявленире предметсен йышне темиçе те кăтартма юрать. Икĕ экзамен — вырăс чĕлхипе математика вара кăçалхи выпускниксемшĕн те обязательнăй майпа тытмаллисем пулса тăраççĕ. Çак предметсене лайăх паллăсемпе тытни пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ илнине ĕнентерекен аттестат илме кирлĕ.

Ытти предметсене выпускник хăй суйласа илет. Паллах, вăл хăш аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕме шухăш тытнинчен килет. Çавăнпа та вăтам шкул пĕтерекенсен маларах аслă вĕренỹ заведенийĕсен сайчĕсенчи хыпарсемпе тĕплĕн паллашмалла.

Кăçал ППЭ маларах тытмалли тапхăр — мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 11-мĕшĕсенче иртет. Тĕп экзаменсем майăн 28-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code