Среда, Октябрь 21, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Сайтпа пĕлсе усă курмалла

Сайтпа пĕлсе усă курмалла

Çут çанталăк сыхлавĕн прокуратури усă курма юраман информацие сайта вырнаçтарассине чарса лартнă.

Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕн прокуратури Интернет уçлăхĕнче мониторинг ирттернĕ май пĕр сайтра сайра тĕл пулакан, Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ Кĕнекине кĕртнĕ «снежный барс» ятлă чĕр чуна сутни çинчен пĕлтернине тупса палăртнă.

Сайтра çакăн йышши информацие вырнаçтарни федерацин «Информацисем, информаци технологийĕсем тата информацие хỹтĕлесси çинчен» саккунĕнче ыйтнине те хирĕçлет. Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ Кĕнекине кĕртнĕ чĕр чунсене сутнăшăн, пурлăхпа саккунсăр усă курнăшăн РФ Уголовнăй Кодексĕн 258 статйипе килĕшỹллĕн айăплаççĕ — 3 çул таран ирĕкрен хăтарма, 1 миллион тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code