Понедельник, 28 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе парăннă

Ĕçе парăннă

«Эмметево» сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕ Николай Геннадьевич Горшкова, пултарулăхĕпе теветкеллĕхне кура, тĕрлĕрен яваплă ĕçсене шанса панă. Вăл — диспетчер та, склад заведующийĕ те, заправщик та, снабжени енĕпе ĕçлекен те, инженер та. Хăйĕн тивĕçĕсене пĕлсе тата туллин пурнăçлакан çак çынна коллективра хисеплеççĕ.

Нумай çул ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакан, пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă Александр Варсанофьевич Ивановăн хĕл тапхăрĕнчи тĕп ĕçĕ — «Хозяин» агрегатпа усă курса ĕне выльăхсене апатпа тивĕçтересси. Çуллахи вăхăтра уй-хиртен выльăх апачĕ пухса кĕртес ĕçе те, тĕпрен илсен, ăна шанса панă. Александр Иванов «ДОН-680» йышши хăватлă комбайнпа усă курса фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кашни çул вун-вун тонна пахалăхлă сенаж, силос хатĕрлет.

Сăн ỹкерчĕкре: Николай Горшков тата Александр Иванов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code