Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Заявленисем йышăнаççĕ

Заявленисем йышăнаççĕ

Суйлавçă РФ Президенчĕн суйлавĕн кунĕнче — 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче хăй пропискăра тăракан вырăнта пулаймасан (вăхăтлăх урăх çĕрте пурăнать, командировкăна е ĕçлеме тухса кайнă) çак кун унăн вăхăтлăх пурăнакан вырăнта сасăлама ирĕк пур.

Çапла тăвас тесен гражданин мартăн 12-мĕшĕччен Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссине паспортпа пырса заявлени çырма пултарать. Заявленисене Елчĕк район администрацийĕн çуртĕнче пĕрремĕш хутра вырнаçнă 10-мĕш пỹлĕмре ĕç кунĕсенче 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен, кану кунĕсенче 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен, çавăн пекех Елчĕкри Тĕп библиотекăра пĕрремĕш хутра вырнаçнă нумай функциллĕ центрта ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, шăматкун 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен йышăнаççĕ.

Февралĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 12-мĕшĕччен заявленисене участоксенчи суйлав комиссийĕсенче те çырма пулĕ. Тĕплĕнрех 8 (83549) 2-57-09, 2-54-92 номерлĕ телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать.

Хальхи вăхăт тĕлне суйлав кунĕнче урăх вырăнта сасалас кăмăллă граждансенчен Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссийĕ урлă — 1, нумай функциллĕ центр урлă 7 заявлени йышăннă.

Л.ВИКТОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code