Кролик — килти хуçалăха лайăх тупăш кỹме пултаракан чĕр чун. Çулталăкра пĕр кролик 4-6 хутчен, кашни хутĕнче 6-8-шар çура çăвăрлать.
Ăна ĕрчетекенсем кашни ялтах пур. «Мулкача» çитĕнтермелли йĕркене çирĕп пăхăнсан — ăна тулăх тăрантарсан, ветеринарипе санитари ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласан кĕтĕве пысăклатма май пурах. Пысăк кролик амине (вăл 4,5 килограмран кая мар таять) пĕр çулталăкра вăтамран 50 килограмм концентрат, утă — 50, тутлăлантарнă апат — 60, симĕс курăк 190 килограмм кирлĕ.
Анчах пирĕн тăрăхра кроликсене вируслă геморраги чирĕ пысăк сиен кỹрет. Унпа ытларах пĕр уйăхри çурасем аптăраççĕ. Чир çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те сарăлас хăрушлăх пур. Вăл мĕнле ерет? Кролик пуснă чухне усă курнă япаласенчен, çи-пуçран, атă-пушмакран, кайăк-кĕшĕкрен вирус пĕр вырăнтан тепĕрне куçать. Чире хирĕçле профилактика ĕçне пурнăçланă чухне çакна асра тытмалла: кролик тытакан вырăна ют çынна, ытти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке кĕртме юрамасть. Витере кăшлакан чĕр чунсем пулмалла мар, читлĕхсене тасатсах тăмалла, витене çулталăкра икĕ хутчен дезинфекци тумалла. Йывăçран тунă пайсене извеçпе шуратмалла, тимĕр пайсене çулăмпа хĕртмелле. Витене хлорлă йодпа усă курса дезинфекци тума та юрать.
Тепĕр инфекци чирĕ — миксоматоз. Енчен те чĕр чунăн куç хупанки, хăлха тĕлĕнче хĕрелсе тăрать пулсан вăл миксоматозпа чирленине пĕлтерет. Ытларах чухне çак чир ытти чирлĕ кроликсенчен ерет, вĕсен сăмсипе куçĕсем вируслă. Профилактика тĕлĕшĕпе вакцинаци тумалла, вара тин лăпкă пурăнма пулĕ.
А.БЫКОВА,
районти ветеринари станцийĕн терапевт тухтăрĕ.