Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енре – Раççейĕн уçă кубокĕ

Чăваш Енре – Раççейĕн уçă кубокĕ

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ноябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисемшĕн пыракан ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе хĕрарăмсен ăмăртăвĕ пуçланнă.

Раççейĕн уçă кубокне Чăваш Енре улттăмĕш хут йĕркелеççĕ. Ăмăртăва кăçал çĕршыври 15 регионти 100 ытла спортсмен хутшăнать, республика чысне 7 спортсмен хÿтĕлет. Кавир çинче çавăн пекех Беларуç тата Монголи командисем кĕрешĕç.

Паян старт илнĕ ăмăртусен финалне уяв евĕр йĕркелеме палăртнă. Тăхтавсенче чăваш эстрада юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Хĕрарăмсен кĕрешÿ уявне Раççейре паллă поп-ушкăн Hi-Fi вĕçлĕ.

Тупăшусенче медальсен 10 комплектне выляттарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code