Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти библиотекăра тăван халăхăмăра çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Чăвашсене çутта кăлараканĕ» кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ.
Ăна Иван Яковлевичăн чи сумлă кĕнекисенчен хатĕрленĕ. Вĕсем хушшинче виçĕ чĕлхепе — чăвашла, вырăсла, акăлчанла — пичетленсе тухнисем те пур. Вĕсене вулама, астуса юлма питĕ çăмăл. Куравпа шкул ачисем кăсăкланса паллашаççĕ.
Л.АДЮКОВА.