Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Юрий Львов ячĕпе Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул территорийĕнче Юрий Львов воин-интернационалист районти йĕлтĕрçĕсене хăйĕн ячĕпе иртекен ăмăртăва йыхравланă.

Юрий Юлисович ăна кăçалхипе вуннăмĕш хут йĕркелет. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче районти 13 шкулти 1-11 классенче вĕренекенсем йышлăн тупăшнă. Çĕнтерỹçĕсен йышне Е.Васильева (Елчĕк), Д.Патшин (Аслă Елчĕк), И.Козлова (Кĕçĕн Таяпа), А.Ловкин (Хăвăлçырма), Ю.Краснова (Таяпа Энтри), Д.Медведев (Аслă Таяпа), И.Матвеева (Лаш Таяпа), С.Волков (Хăвăлçырма) кĕнĕ. 10-11 классем хушшинчи çĕнтерỹçĕсем — И.Петрова (Елчĕк), Д.Трофимов (Çирĕклĕ Шăхаль). Вăтам шкулсем хушшинче Елчĕксем 1-мĕш вырăнта, Аслă Елчĕксем — 2-мĕш, Çирĕклĕ Шăхальсем — 3-мĕш. Тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпа — çĕнтерỹçĕ, Хăвăлçырмапа Аслă Таяпа — призерсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code