Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксем мала тухнă

Çамрăксем мала тухнă

«Улăп» ФОКа волейболла выляма юратакан арçынсен командисем пуçтарăннă.

Малтанах ял тăрăхĕсенчи командăсем вырăнсенче тупăшнă. Финала тухнисем Елчĕкре вăй виçнĕ. Чемпион ята илессишĕн Курнавăшпа Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи командăсем хушшинчи вăйă уйрăмах çивĕч иртнĕ. Курнавăшсем, командăра 30 çула та çитмен çамрăксем, Çирĕклĕ Шăхальсене 2:0 шутпа çĕнтернĕ.

Çĕнтерỹçĕпе призерсене грамотăсем, медальсем парса чысланă. Аслă Таяпари А.Скворцов ăста волейболист мала тухнисене укçан призсем парса хавхалантарнă. А.Плотников (Патреккел), Г.Кузнецов (Çĕнĕ Пăва), И.Карчиков (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Николаев (Кавал) — чи лайăх вылякансен йышĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code