2017 çулта республикăра контрафактлă продукцие сутнă, автор прависене пăснă, ют тавар паллисене усă курнă тĕслĕхсем 1,5 хут ỹснĕ. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем çакнашкал 182 преступление тупса палăртнă. Вĕсенчен чи курăмли — алкоголь продукцийĕ сĕнекен «Ягуар» ООО тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарни. «Ягуар» ĕçченĕсем контрафактлă продукципе сутă тунă. Полицейскисем 50 пин литр алкоголь продукцине туртса илнĕ.
Суя тавар сутакансене тупса палăртас тата вĕсене саккуна пăхăнма вĕрентес тĕллевпе потребительсен правине хỹтĕлекен федераци службин республикăри Управленийĕ тăтăшах тĕрĕслевсем йĕркелет. Çавна май пĕлтĕр управлени ĕçченĕсем 681 рейд ирттернĕ. 191 тĕрĕслевре продукцие хатĕрлессинче йĕркене пăснине тупса палăртнă. Техника регламентне пăхăнса ĕçлес енĕпе 194 субъекта тĕрĕсленĕ, 28 тĕрĕслевре саккуна пăсни паллă пулнă.
Çавна май Роспотребнадзор управленийĕн тĕрĕслевçисем 334 постановлени çырнă, 7,7 млн тенкĕ ытларах административлă штраф панă. Тавар çаврăнăшĕнчен 664 парти апат-çимĕçе туртса илнĕ.
А.ИВАНОВ.